Анфиса Александровна Гаврилова (Клементьева) 1924 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче çуралнă. Манăн мăн-мăн асанне пулать вăл. Шкулта 4 класс кăна вĕренейнĕ. Çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Вĕсен çичĕ ачаран виççĕшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паянхи кун пĕр йăмăкĕ Энтепере пурăнать.
Мăн-мăн асанне çемьере асли пулнă. Амăшĕ — Ксени, ашшĕ — Элекуç. Вăл 1942 çулта вăрçăран чирлесе килсен вилнĕ. Ачасене пăхса ỹстересси вара веçех Анфисăна лекнĕ. Анчах унăн нушине кам ăнлантăр-ха? Вăрман касма та, окоп чавма та, çул тума та илсе кайнă ăна. Качча кайичченех колхозра лашасем пăхнă, ĕне-сысна фермисенче вăй хунă.
Анфиса 1949 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Начар Упи ялĕн каччине — Николай Александрович Гаврилова качча тухнă. Унта çемье пысăк пулнипе Энтепене куçса килеççĕ. Ултă çултан уйрăм çурт çĕклеççĕ. 44 çул пурăннă пĕрле. Вĕсен 13 ача çуралнă, çав шутран икĕ мăшăр йĕкĕрешсем пулнă, анчах та пĕр йĕкĕреш хăраххи — хĕр ачи вилнĕ.
Мăн-мăн асаннене 1968 çулта «Амăшĕ-героиня» орденпа наградăланă. Унăн 12 ачи çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Çемье йышлă пулнăран ялан ĕне тытнă. Мăшăрĕпе пĕрле çуллахи-кĕрхи тапхăрта нумай çул колхозăн купăста анине сыхланă.
Фекла йăмăкĕ аса илнинчен: «Аппа питĕ юрлама, шỹтлеме юрататчĕ. Вĕренмесĕрех балалайка калатчĕ, вырăсла аван калаçатчĕ».
— Пирĕн анне сас хăпартса курнă çын мар, пирĕнпе те, ыттисемпе те кăмăллă калаçатчĕ, — аса илмелли хĕрĕн, Елена Садовникован та нумай. — Кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланатчĕ. Пире те пĕчĕкренех çынна хисеплеме, тасалăхра пурăнма хăнăхтарнă. Аннен пурнăçĕ çамрăклах çăмăл пулман, çапах та пурнăç çине нăйкăшнине илтмен, йывăрлăхра алă усса ларнине те курман. Пире, ачисене, ура çине тăратас тесе унăн çывăрман каçĕсене те шутласа пĕтереймĕн. Пиртен каярах выртнă, маларах тăнă. Вăй-хăватне ăçтан çитернĕ-ши? Ял çинчи хисепе аттепе анне ĕçченлĕхпе çĕнсе илнĕ, ачисемшĕн тĕслĕх пулнă. Тăван килте пурте пуçтарăнсан чунтан савăнаттăмăр, калаçаттăмăр. Анне сăнарĕ яланах куç умĕнче.
Даниил САДОВНИКОВ.