Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Часах çĕнелсе уçăлĕç

Часах çĕнелсе уçăлĕç

Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшỹллĕн округри культура учрежденийĕсене тĕплĕн юсассине çулсерен тимлĕх уйăраççĕ.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова ĕçлĕ визитпа пулнă май, округ пуçлăхĕн заместителĕпе — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Владимир Николаевпа, культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçипе Марина Демьяновăпа пĕрле Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртне çитсе курнă. Ăна юсама 15030 пин тенкĕ уйăрнă. Подрядчик — «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество строителĕсем ăшă, шыв тытăмне тĕпрен çĕнетнĕ, алăк-чỹречене улăштарнă, сантехникăпа канализаци ĕçĕсене пурнăçланă. Малалла — линолеум, плинтус сарасси, якату-илемлетỹ йĕркелесси.

Унти вулавăша та часах çĕнĕ сăн кĕрĕ. Кунта интерьера улăштарнипе çеç çырлахмĕç, библиотека çĕнĕ технологипе те пуянланĕ. Пĕтĕм ĕçсене (5319151 тенкĕлĕх) вĕçленĕ хыççăн вăл хальхи требованисене тивĕçтерекен информаципе çут ĕç центрĕ пулса тăрĕ. Ячĕ те илемлĕ: «Кил ăшши».

Яманчỹрелти культура çуртне тĕпрен юсассине те унта ĕçлекенсемпе ял çыннисем тахçантанпах кĕтнĕ. «Магнат» ООО рабочийĕсем юлашки ĕçсемпе — кафель плита сарассипе, ăшă радиаторĕсене тата алăксене вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Ирĕклĕ, çутă, хăтлă пỹлĕмсем часах халăха йышăнĕç. Кунта аукцион ирттернĕ хыççăн юлнă суммăна (1507151 тенкĕ) пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмне çĕнетме тата илемлетỹ ĕçне яма палăртнă.

Светлана Каликова министр культура учрежденийĕсенче вĕçлесе пыракан юсав ĕçĕсемпе пĕтĕмĕшле илсен кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code