Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кỹршĕсен уявĕнче

Кỹршĕсен уявĕнче

Ульяновскри «Çĕнтерỹ» паркĕнче хула кунне халалласа нацисен культурин, йăли-йĕркин «Çирĕп çемье — çирĕп Раççей» парад-фестивалĕ иртнĕ.

Пуян программăллă уявра тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх коллективĕсем вырăс, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен юрри-ташшипе, кĕпе-тумтирĕпе паллаштарнă. Анлă лапамра авалхи ремесласен, кулинари вăрттăнлăхĕсен ăсталăх класĕсене йĕркеленĕ. Чăваш тумĕн капăрлăхĕ те нумайăшне илĕртнĕ унта.

Пирĕн ентеш, облаçри чăваш-наци культура автономийĕн представителĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Гаврилова йыхравĕпе фестивале Тỹскелĕнчи «Шуçăм» тата «Тускил» ушкăнсем, çавăн пекех Кĕçĕн Таяпари Наталийăпа Вениамин Муллинсем те хутшăннă. Чăваш юрри-кĕввине парăннисем кỹршĕсен сцени çинче пуçласа мар та, 50 минутлăх концерта питĕ хапăл пулнă куракансем. Хăш-пĕр юрра, вăйă карти йĕркелесе, пĕрле те шăрантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code