Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафон малалла пырать

Марафон малалла пырать

Республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать.

Предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем хутшăннипе вырăнти пухмача авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 271195,08 тенкĕ пуçтарăннă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшỹллĕн «Çитĕннисем — ачасене» акци те старт илнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем — ЧР Вĕренỹ министерствипе Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ тата регионти «Раççейри ачасен фончĕ» уйрăмĕ.

Кашни округăн тата хулан укçа куçармалли хăйĕн QR-код. Ку вăл пухăннă укçа-тенкĕ вырăнта юлнине пĕлтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code