Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Финалистсен йышĕнче

Финалистсен йышĕнче

Мордовин тĕп хулинче Саранскра «Паттăрсен вăхăчĕ» Халăх премийĕн лауреачĕсене чысланă.

Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕ пулăшнипе виççĕмĕш хут иртнĕ мероприятие кăçал регионсем хушшинче йĕркеленĕ — Чăваш Ен, Чулхула, Ульяновск тата Пенза облаçĕсем хутшăннă. 25 номинацире пĕтĕмпе 2,5 пин номинант тупăшнă. Пирĕн республикăн тăватă представителĕ вара лауреат ятне тивĕçнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн хастарĕсем те кăсăклă конкурсран пăрăнса юлман. Тăваттăшĕ те вĕсем финалистсен йышне кĕме пултарнă: округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, тĕп больницăн тухтăр рентгенологĕ Наталия Борисова, Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕ Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Константин Доброхотов (Патреккел) блогер.

Владимир Арсеньевичран конкурс йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.

— Эпир тĕрлĕ номинацире тĕрĕсленнĕ, — терĕ вăл. -Вĕренỹ тытăмĕнчен, сăмахран, манпа пĕрле республикăран 43 çын хутшăннă. Кандидатурăсене хамăр мар, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ятарлă комиссийĕ суйласа тăратнă. Пĕр уйăх çурă пынă Интернет-сасăлавра эпĕ чи нумай — 1324 сасă пуçтарса регионта çĕнтертĕм. Çавна май маншăн сасăланисене пурне те тав тăватăп. Анчах ĕç кунпа çеç вĕçленмен. Малалла — хам çинчен видеоролик хатĕрлемелле, эссе çырмалла пулчĕ. Унтан — ыйтусем çине хуравласси.

Чыслава хутшăннисене Мордва Республикин Пуçлăхĕ Артем Здунов саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code