Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Василий Эктеле асăнчĕç

Василий Эктеле асăнчĕç

Василий Петрович Сидоров-Эктел çыравçă тата ÿнерçĕ пурăннă пулсан февралĕн 26-мĕшĕнче 70 çул тултармаллаччĕ. Шел, пирĕнтен ытла та ир уйрăлса кайрĕ вăл. Февралĕн 22-мĕшĕнче тухнă хаçатра /13-мĕш номер/ эпир ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕн çутатнăччĕ.

Василий Эктеле халалласа вăл çуралнă кун Лаш Таяпа шкулĕнче литература каçĕ иртрĕ. Унта Василий Сидоровăн тăванĕсемпе юлташĕсем, унăн пултарулăхне кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вĕсем масар çинче Василий Эктелĕн вил тăприйĕ çинче пулса çывăх çыннине асăнчĕç.

Хисеплĕ çыннăмăр ячĕпе çак кун чылай ăшă сăмах пулчĕ. Тухса калаçакансен хушшинче Василий Петровичăн тетĕшĕ – СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ, Çемен Элкер тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров, Владислав Николаев çыравçă, СССР журналисчĕсен членĕ Илья Клочков тата ыттисем те пулчĕç. Çыравçăпа пĕрле вĕреннĕ тата пĕрле çÿренĕ, ăна мĕн ачаран пĕлнĕ тус-юлташĕсем – нумай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Валерий Яковлев, Елена Свиягина, Мария Михеева Василий Петровичăн ачалăхĕ пирки каласа пачĕç. Ача чухнех вăл спортпа туслă, ăслă та çивĕч, ырă чунлă, тĕрĕслĕхе мала хуракан ача пулнине çирĕплетрĕç вĕсем.

Патреккел шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Енейкинан вĕренекенĕсем куракана Василий Эктелĕн хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем сăвăсене туйăмпа, витĕмлĕн вуланă чух чĕресем хумханчĕç. Сăмах май, Галина Леонидовнан 7 вĕренекенĕ Эктел ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ ятне тивĕçнĕ. Çав йышран пĕри – премие кăçал тивĕçнĕ 9-мĕш класри Алина Левая. Юлия Воронцова дипломант пулса тăчĕ. Василий Эктел премине районти 13 пуçаруллă та пултаруллă çамрăк çĕнсе илнĕ.

Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем, ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Тайпи» фольклор ушкăнĕ юрри-ташшипе уява хаваслăх кĕртрĕç.

Ĕнер вара Елчĕке Василий Сидоров-Эктел юбилейне халалланă мероприятие ирттерме Шупашкартан делегаци килсе çитрĕ. Елчĕкри ачасен искусство шкулне Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕн правленийĕн членĕсем, ÿнерçĕсем, журналистсем, çыравçăсем… пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче В.Эктелĕн тетĕшĕ – «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн хастар членĕ Петр Сидоров, Владислав Николаев çыравçă, Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Лидия Филиппова, Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова художник, ЧР писательсен союзĕн пайташĕ Любовь Федорова тата ыттисем те. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăнчĕ.

Унта чи малтанах «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин сăмах илчĕ. Вăл Василий Сидоровăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Василий Петровичăн пĕрремĕш сăввисем чи малтанах районти «Колхоз ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ. Эктелĕн чи юратнă чăваш генийĕ е хăйне евĕрлĕ идеалĕ вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов шутланнă. Ырми-канми тăрăшнă ентешĕмĕр. Вăл паянхи кунăн çивĕч темисене çĕклекен пултаруллă поэтсемпе прозаиксен хайлавĕсене пичетлес енĕпе те ĕçленĕ.

– Елчĕк çĕрĕ нумай талантлă çынна çитĕнтернĕ. Вĕсен йышĕнче паллă сăмах ăсти Василий Эктел ячĕ те сумлăн çырăннă. Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем пурнăçпа тан утнă çынсемех. Вĕсен лайăх енĕсене кăтартса вулакана та ырă çулпа утма, пархатарлă ĕçсем тума хавхалантарнă вăл, – палăртрĕ Леонард Левый хăйĕн калаçăвĕнче.

Лидия Филиппова районти тĕп вулавăша тĕрлĕ авторсен иртнĕ çул «пиçсе тухнă» кĕнекисене парнелерĕ.

Уява Роза Беляева, Зарема Князева, Сергей Баранов юрăçсем илемлетрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Василий Эктелĕн вил тăприйĕ çинче çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, çыравçăн тата ÿнерçĕн пултарулăхне кăмăллакансем; Василий Эктеле асăнса Елчĕкре ирттернĕ каçа хутшăннă ушкăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code