Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Статуса çирĕплетме ыйтаççĕ

Статуса çирĕплетме ыйтаççĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем, предприяти- организаци ертÿçисем, граждансем Пенси фондĕнчен «пенси ÿсĕмĕ умĕнхи пенсионер» статуса çирĕплетме ыйтаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ведомствăсен хушшинчи çыхăну каналĕсемпе Пенси фондне 1650 çын тĕлĕшпе 500 ытла запрос янă. Пенси фончĕн информацийĕпе пенси ÿсĕмĕ умĕнхи пенсионерсене ĕçсĕрлĕх пособийĕсене пысăкрах виçепе тÿлеççĕ.

Предприяти-организаци ертÿçисенчен 600 ĕçчен тĕлĕшпе диспансеризаци кунĕсемшĕн тÿлеме 40 ытла электрон запрос илнĕ. Пенси фончĕн клиент службинче е НФЦсенче 200 ытла çынна пенси ÿсĕмĕ умĕнхи пенсионер пулнине çирĕплетсе справка панă.

Справкăна Пенси фончĕн сайтĕнчи уйрăм çын кабинетĕнче те илме пулать. Интернет-сервисра электрон цифра мелĕпе алă пусса çирĕплетнĕ документ хатĕрлесе параççĕ. Ăна граждансем хăйсен компьютерĕнче упраса хăварма, пичетлесе кăларма пултараççĕ, çавăн пекех «Ыйтусен историйĕ» уйрăмра пăхма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code