Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Чăвашсен апатне пахаланă

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен республикăра «Тараватлă Чăваш Ен» ятпа гастрономи авточупăвĕ иртет.

Раççейри тĕрлĕ регионти блогерсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем çула тухнă мероприятие Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалланă. Çак кунсенче вĕсем, пирĕн тăрăхра пулнă май, округри паллă вырăнсемпе, Лаш Таяпари «Кашкăр йăви» питомникпа паллашнă. «Победа» сахал яваплă обществăн кану базинче вара анатри чăвашсен апат-çимĕçне астивсе пахаланă, Тỹскелĕнчи «Тускил» ансамблĕн пултарулăхĕ тăрăх вырăнти юрă-кĕвĕпе киленнĕ.

Питтĕпел çăл куçĕ — призер

Питтĕпел ялĕнчи Турă Амăшĕн Хусанти таса ĕçсем тăвакан иконĕ ячĕпе йĕркеленĕ çăл куç паллă вырăнсенчен пĕри шутланать.

Ял халăхĕ тăрăшнипе хăй вăхăтĕнче унта тимĕр-бетон çаврашкасем вырнаçтарнă, хитре çурт лартнă, купель тунă. Ун таврашне, «Раççей шывĕ» акципе килĕшỹллĕн, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнчи культура ĕçченĕсем, ялти хастарсем тирпей-илем кĕртнĕ. Çăл куç патне пыракан сукмак нихăçан та çум курăк айне пулмасть. Çакă ял старостин Мария Осипова теветкелехĕнчен те нумай килет. Ăна тата ял çыннисене саламлама халĕ сăлтав та тупăнчĕ: çăл куç, тирпейлĕхне кура, Чăваш Енри конкурсра призер йышне кĕнĕ.

Килĕрен парнеленĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕ ĕçлекенсене тата тивĕçлĕ канăва тухнисене хавхалантарассине те тĕпе хурать.

Кунта округра тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçат урлă тĕрлĕ уявпа саламласси те кĕрет. Аслă ăрурисен кунне вара кăçал ытти çулхисенчен урăхларах йĕркелес тенĕ. Хуçалăхăн тĕп специалисчĕсем тата культура ĕçченĕсем ĕнерхи производство хастарĕсене килĕсене çитсе саламланă, тулли апат-çимĕç пуххисене парнеленĕ.

Кулленхи тимлĕхшĕн пенсионерсем хуçалăх ертỹлĕхне тав тунă, ăна малашне те ỹсĕм çулĕпе аталантарма ырă суннă.

Аслă Пăла Тимшĕнчи «кĕмĕл» волонтерсем вара ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсене — Роза Михайловскаяпа Галина Скрипкинăна ăшă салам илсе çитернĕ. Парнесемшĕн те кăмăллă юлнă вĕсем.

Финанс пĕлĕвĕ ялан кирлĕ

Пурнăç малалла аталаннă май ума тухса тăракан çĕнĕлĕхсем яланах тимлĕ пулма хистеççĕ. Вĕсене татса парассинче финанс пĕлĕвĕ те кирлех.

Кĕçĕн Таяпа ялĕн вулавăшĕнче «Çынсене — финанс пĕлĕвĕ» ятпа ятарлă литературăн çавра куравне йĕркеленĕ. Светлана Агеева библиотекарь, вулакансемпе тĕл пулнă май, укçа-тенке мĕнле ĕçлесе илмелли, ăна мĕнле пухса пымалли тата расхутламалли, тавар туянăвне планламалли çинчен чарăнса тăнă.

«Основы финансовой грамотности» кĕнекене тишкернĕ май мошенниксен «вăлтине» çакланассинчен сыхланасси пирки уйрăмах çивĕч калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code