Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ мăшăр уявĕ

Виçĕ мăшăр уявĕ

Нумай çул килĕшỹпе юратура пурăнакан çемьесене эпир яланах ЗАГС пайĕнче чыслатпăр. Хальхинче çирĕпленнĕ йĕркерен кăшт пăрăнас терĕмĕр: çемье уявне тĕпрен çĕнетнĕ Сăрьелĕнчи культура çуртĕнче ирттертĕмĕр. Сăлтавĕ те пĕчĕк мар — тỹрех виçĕ çемье хăйсен юбилейĕсене паллă турĕç.

Искендерпа Гельчечек Гиззатуллинсем 50 çул пĕрле ĕнтĕ. Иккĕшĕ те Сăрьелĕнчен. Иккĕшĕ те ĕç биографине Шупашкарта пуçланă. Искендер Лотфуллович трактор тăвакансен заводĕнче газоэлектросварщикра, Гельчечек Шакирзяновна приборсем тăвакан заводра ĕçленинчен пуçланă. Вĕсем — социализмла ăмăрту çĕнтерỹçисем, коммунизмла ĕç ударникĕсем. 2008 çулта мăшăр яла куçса килнĕ. Ашшĕ-амăшĕн астăвăмĕ, хура çĕр, таса сывлăш хăйсем патне туртса илнĕ-тĕр çав. Халĕ кил-тĕрĕшре, хуçалăхра куллен тăрмашсах канлĕх тупаççĕ. Йăпанмалăх ĕç пулсан, мĕн кирлĕ тата? Çийĕнчен Эмине хĕрĕпе Амир ывăлĕ çемйисемпе килсен савăнăç куç тулли вара.

Фаик Идиятуллина округра пĕлмен çын сахал. Вăл, Узбек республикинче геологи училищине пĕтерсен, геофизика экспедицийĕсене те хутшăннă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тăван ял туртăмĕ вăйлăрах пулнă пулĕ: вăл ялта, районта тĕрлĕ должноçра тимлет. Пысăк пайне, 20 çула яхăн, Аслă Пăла Тимеш, Сăрьел ял тăрăхĕсене ертсе пырать. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕн Тавĕпе (2004), ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, II степень «Службăра палăрнăшăн» знакпа наградăланă. Фаик Фатыховичăн мăшăрĕ, Нурания Зиятдиновна, 1968 çулта учитель профессине алла илнĕ те, ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Унтанах пенсие тухнă. Вăл «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăна тивĕçнĕ.

Идиятуллинсем вара «изумруд» туйне кĕтсе илнĕ. Вĕсене хĕрĕсем çемйисемпе ялта тĕпленни те вăй парса тăратех.

Рифкат Сабировичпа Гельфия Мингазетдиновна Харисовсем вара 60 çул пĕрле. Кил хуçи — совет потребкооперацийĕн отличникĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Нумай çул Елчĕк райповĕн председателĕнче тата унăн заместителĕнче тăрăшнă. Вăл — «Елчĕк ен» хаçатăн çывăх тусĕ. Мăшăрĕ колхозра, каярах вырăнти лавккара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем тăватă хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, мăшăрсем ЗАГС пайĕн çемье пурнăçĕн юбилярĕсен Кĕнеки çине алă пусрĕç, туй вальсĕ çаврăнчĕç. Кашни çемьене, округ пуçлăхĕн Леонард Левыйăн саламне çитернĕ май, унăн Тав çырăвĕпе те чысларăмăр. Юбилярсене çавăн пекех Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕ Ольга Тихонова, «Энтепе» хуçалăх ертỹçи, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Андрей Васильев, культура ĕçченĕсем тата ыттисем саламларĕç.

Надежда БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code