Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăсем патĕнче хăнара

Ватăсем патĕнче хăнара

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен пĕр ушкăнĕ вырăнти ватăсемпе сусăрсен стационар уйрăмĕнче пулса курчĕ.

Аслă ăрурисем шăпăрлансене питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Малтанах именни те туйăнчĕ-ха вĕсен, кайран, çĕнĕ вырăна куçпа «алла» илнĕ хыççăн, шăкăлтатса калаçма та пуçларĕç. Вĕсем кунта ватăсене саламлама килнĕ май, юрра-ташша пикенсен пушшех уçăлчĕç. Сумлă çулсем пуçтарнисен чунĕсем çемçелчĕç пулмалла – чылайăшĕ ачалăхне аса илсе куçĕсене те шăлкаларĕ.

Ăшă тĕл пулу пĕрлехи сăн ÿкерттерÿпе вĕçленчĕ. Ватă çын ырă тăвакана, хăйне пулăшакана яланах уçă кăмăлпа тавăрать. Пĕчĕккисене те савăнăç кÿнĕшĕн кучченеçпе хăналарĕç вĕсем.

Т.ПЕЖИРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code