Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йыш чакать

Йыш чакать

Юлашки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2010 çулта иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнче ялта пурăнакансен йышĕ 142,9 миллион çын пулнă /2002 çулта – 145,1 миллион/.

Унсăр пуçне, Раççей территорине чикĕ леш енчен вăхăтлăха пурăнма килнĕ 89 пин çынна шута илнĕ /2002 çулта – 239 пин/.

Раççей Федерацийĕ халăх йышĕпе тĕнчере 8-мĕш вырăн йышăнать. Китайра – 1335, Индире – 1210, АПШра – 309, Индонезире – 238, Бразилире – 191, Пакистанра – 165, Бангладешра – 147 миллион. 2010 çулхи çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Кавказпа Вăтам Ази тăрăхĕнче халăх йышĕ ÿсет, вĕсем хуласене ытларах пурăнма куçаççĕ.

2002-2010 çулсенче пирĕн çĕршывра халăх йышĕ 1,6 процент чакнă – 142,9 млн таран. Çапла вара 8 çулта Раççейре çын шучĕ 2,2 млн чухлĕ сахалланнă.

Раççейре халăх 2386 хулара тата хула евĕрлĕ поселокра пурăнать, ытти 134 пин – ялта. 10 çулта çĕршывра 8,5 пин ял сахалланнă. Çакă хăш-пĕр яла хула е хула евĕрлĕ поселок чиккине кĕртнипе те çыхăннă. Çав хушăрах çырав тапхăрĕнче пушанса юлнă 19,4 пин яла та шута илнĕ. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан, 2010 çул тĕлне пĕтнĕ ялсен йышĕ 48 процент ÿснĕ.

Юлашки çырав тăрăх, хĕрарăмсем арçынсенчен 10,8 млн çын ытларах пулнă. Пĕр пин арçынна 1163 хĕрарăм тивнĕ /2002 çулта – 1147/. Çак уйрăмлăх арçынсем 30-тан иртсен уйрăмах палăрма тытăнать.

Юлашки Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче çĕршывра пурăнакансен вăтам ÿсĕмĕ – 39 çул /2002 çулта – 37,7 çул/.

Асăннă тапхăрта 33 млн çемьене шута илнĕ /2002 çулта – 34 млн/. Çав шутра 4,4 млн мăшăр /13 процент/ хут уйăрттармасăр пурăннă.

Çыравра 16 çула çитеймен 1,8 пин çын çемье çавăрнине пĕлтернĕ, çав шутра 1,1 пинĕшĕ хут уйăрттарман. Çуралакансен йышĕ палăрмаллах сахалланă. 2010 çулта пĕр пин хĕрарăм пуçне 1469 пепке çут тĕнчене килнĕ /2002 çулта – 1513/. Пĕрремĕш ачана ытларах 20-24 çулсенче /54 проценчĕ/ çуратаççĕ. Хĕрарăмсем 35 çултан иртнĕ май кăтарту пĕчĕкленет, 1,9 проценчĕ кăна пĕрремĕш пепкине çуратма килĕшет.

Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн хăш наци çынни пулнине респондент хуравĕ тăрăх палăртнă. Ку ыйтăва çынсем хуравламасан та пултарнă. Çавна май 5,6 млн çын /4 процент/ пирки хăш наци çынни пулнине пĕлтермен /2002 çулта – 1,5 млн çын е 1 процент/. Çав шутра 3,6 млн çын пирки административлă çăл куçсем урлă пĕлнĕ, 2 млн яхăн респондент хăш наци пулнине кăтартман.

2010 çулхи халăх çыравне хутшăннисенчен 138 миллиона яхăн çын вырăс чĕлхине пĕлнине палăртнă /99,4 проценчĕ/, 2002 çулта – 142,6 млн. Хулара пурăнакансен 99,8 проценчĕ вырăсла пĕлнĕ, ял халăхĕн 98,7 проценчĕ. Акăлчан, тутар, нимĕç, чечен, пушкăрт, украин, чăваш чĕлхисем анлăн сарăлнисен шутне кĕреççĕ.

Гражданлăха кăтартнисен 94,4 проценчĕ – 137,9 миллион çын Раççей гражданинĕ шутланнă. 0,7 млн çыннăн ытти патшалăх гражданлăхĕ пур. Гражданлăх çуккисен йышĕ те пĕчĕк мар – 0,2 млн. Çĕршыври 79 пин çыннăн икĕ гражданлăх пур. 4,1 млн çын вара çырав хутĕнче çакăн пирки пĕлтермен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code