Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Семен Фомкин çĕнтернĕ

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹртри вăтам шкул стадионĕнче пĕртăван Геннадипе Петр Рыбкин педагогика ĕçĕн ветеранĕсен парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен уçă ăмăртăвĕнче Елчĕксем те вăй виçнĕ.

Чупу тĕрлĕ ỹсĕмре иртнĕ. 6-8 классенче вĕренекенсен йышĕнче 400 метра чупассипе Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Семен Фомкин çĕнтернĕ. Маттур атлет иртнĕ çул республика шайĕнчи ăмăртура та пьедестал çине хăпарнăччĕ.

Кубок — Кушкăсенче

Районта футболистсен «Туслăх Кубокĕн» турнирне çирĕм çул ытла ирттереççĕ. Çамрăксене пĕтĕçтерекен çак ăмăртăва ялсенчи 10 ытла команда хутшăнать.

Хальхинче, Елчĕкри стадион-площадкăра йĕркеленĕ вăйăсенче, 7 команда тупăшма кăмăл тунă. Тĕл пулусем питĕ çивĕч иртнĕ, çакна 1:1, 2:1, 2:0 шутсем те çирĕплетеççĕ. Никам та çĕнтерейменнине кура вăйă пĕтĕмлетĕвне пенальти тапса та татса панă. Финалта та çаплах. «Кошки-Куликеево» тата «Эмметево» командăсем тĕп кĕрешỹ тапхăрĕнче пĕр-пĕрне «кỹрентерме» ниепле те май тупайман — 0:0. Пенальтине вара Кушкăсем ăнăçлă пурнăçланăран «Туслăх Кубокĕн» хуçисем пулса тăнă. «Яльчики» команда — 3-мĕш вырăнта.

Турнирта чи лайăххисене палăртнă: вратарь — Иван Федоров («Эмметево»), вăйăçă — Игорь Казаков («Яльчики»), тапăнса вылякан — Владимир Викторов («Кошки-Куликеево»).

Турнира йĕркелесе ирттерме «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд пысăк пулăшу панă. Черетлĕ турнир ыранах, Аслă Елчĕк ялĕнче иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code