Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Хоккей

Кăçалхи сезонта районти шкул ачисен командисем нихçанхинчен ăнăçлă ăмăртнă. Аслă ушкăн, пĕлетĕр ĕнтĕ, Раççей шайĕнче çĕнтернĕччĕ. Вăтаммисем хыççăн кĕçĕннисем те Чăваш Енре палăрнă.

Георгий Адюковпа Юрий Рахмуллин ертсе пынипе 2009-2011 çулсенче çуралнисем тĕп хулара иртнĕ финал пайĕнче Патăрьелсене 3:1 шутпа парăнтарса 3-мĕш пулнă. Командăна Яманчÿрелсемпе Аслă Елчĕксенчен хатĕрленĕ. Вăйăсенче уйрăмах Данил Рахмуллин, Алексей Вастулов, Вадим Ермолаев ăста вылянă.

ГТО

нормативĕсене кĕрхи тапхăрта пурнăçланисене чысласси малалла пырать.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче хастар, ĕçпе оборонăна хатĕррине те чылайăшĕ çирĕплетнĕ. Нумаях пулмасть 11 çынна «ылтăн» паллăсем панă.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ те чыслав витĕр тухнă.

Йĕлтĕр

спортне юратакансемшĕн ярăнмалăх юр пур-ха: Аслă Елчĕкре Алексейпе Дмитрий Горшковсене асăнса ирттернĕ масс-старта йышлăн тухрĕç вĕсем.

Светлана Кузнецова /Аслă Таяпа шкулĕ/, Мария Яковлева /Аслă Елчĕк/, Артем Савинов /Çирĕклĕ Шăхаль/, Мария Воронова, Артем Павлов, Дмитрий Филиппов, Юлия Краснова, Кирилл Кузнецов, Кристина Егорова, Виктор Райков /Елчĕк/, çитĕннисем – Алексей Васильев /Аслă Елчĕк/, Ирина Петрова /Елчĕк/, Надежда Головина, Сергей Павлов /Кĕçĕн Таяпа/ – çĕнтерÿçĕсем. Вĕсем пурте кубоксемпе медальсене, дипломсемпе укçан премисене, призерсем те, кубоксăр пуçне çак сума тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code