Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума тивĕçнĕ

Ят-сума тивĕçнĕ

Юпа уйăхĕн 9-12-мĕшĕсенче Мускаври «Тимирязев центрĕнче» кăçалхипе 26-мĕш хут пулса иртнĕ «Ылтăн кĕркунне- 2024» кураври республикăри сумлă делегаци йышĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, унпа пĕрле производствăра малта пыракан хăш-пĕр ĕçченсем те хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.

Республика делегацийĕ ял хуçалăх таварĕсене туса илессипе, ветеринари енĕпе, экспортпа, органика производствипе, АПК валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусемпе йĕркеленĕ 40 ытла мероприятие хутшăннă.

«Чăваш Ен тăрантарать» стендпа паллашнă чухне РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин 10 çул хушшинчи тапхăрта пирĕн республикăри ял хуçалăх производстви танлаштаруллă хаксемпе илсен — 26,9 процент, кăçалхи хаксемпе пĕтĕмлетсен 2 хут ỹснине палăртнă.

Чăваш Енре çĕр улми туса илесси те 2 хута яхăн ỹснĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 çулта вырăнта туса илнĕ сĕтрен 40 процент чухлĕ тĕрлĕрен продуктсем хатĕрленине, 2030 çул тĕлне ку кăтартăва 80 процента çитерме палăртнине пĕлтернĕ.

Республикăри АПК предприятийĕсем чи лайăх проектсемпе продукци пахалăхĕн конкурсĕсене те хутшăннă. Куравран «Чувашхлебопродукт» общество — 3 ылтăн, ЧР Апат-çимĕç фончĕ 2 бронза медальсемпе таврăннă. Наукăпа тĕпчев проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн Чăваш патшалăх аграри университетне — 4-шар ылтăнпа кĕмĕл тата 1 бронза медальпе наградăланă. «Агро-Инновацисем» предприяти 1 «ылтăн» çĕнсе илнĕ.

Паллах, кунта ял хуçалăх производствинче пысăк кăтартусемпе тата шанса панă ĕçре нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă уйрăм ĕçченсене те чысланă. Çак хисепре Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнчи пирĕн округри «АСК-Яльчики» ОООри Андрей Валериевич Шкапов та пур. Çĕр улми туса илессипе ятарласа ĕçлекен асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракан ĕçчене — погрузчик водительне Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code