Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар ретĕнче — 10 çул

Çар ретĕнче — 10 çул

Курнавăш территори пайне кĕрекен Аслă Шăхаль ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 116 çын хутшăннă. Афганистанра интернационалла тивĕçе çичĕ çамрăк пурнăçлани те пĕчĕк ялшăн пысăк йыш. Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрура пулнисем — виççĕн. Çĕршывăн интересĕсене Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хỹтĕлекенсем те сахаллăн мар: тăваттăн.

Юлашкисенчен пуринчен те чи опытли, паллах, Дмитрий Чугунов — 2014 çултанпа çар ретĕнче вăл.

Чугуновсен кил-çуртне тупма кăткăс пулмарĕ. Тĕп урампа Турхан еннелле кайсан сылтăмалла çеç пăрăнмалла. Унта тỹрех гараж тăррине вырнаçтарнă ялав куç тĕлне пулчĕ: «Броня крепка, и танки наши быстры», — тесе çырнăскер. Апла тăк эпир тĕл пулма палăртнă салтак — танкист! Картишне пырса кĕрсен ĕнепе пăру, сурăхсем, чăх-чĕп тытни паллă пулчĕ. Çемье харсăрлăхне кăтартакан тĕслĕх ку.

Маларах Çĕнĕ Пăвари юлташпа тĕл пулсан, сăмах май Дима çинчен те ыйтса пĕлтĕм. Вăл шкул çулĕсенче йăваш, шăп-шăпăрт ача пулни пирки пĕлтерчĕ ун чухне. Çĕршыв хỹтĕлевçипе хăйĕнпе тĕл пулсан çав паллăсем чăннипех çирĕпленчĕç: сăпайлăн пăхакан куçсем, çепĕç пуплев. Кунта, тен, виçĕ хутчен аманнин, темиçе те контузи илнин кăтартăвĕ те пур? Хырăмне шалах кĕрсе вырнаçнă осколок пĕрлех çỹрет ав.

— Мĕншĕн операци тутармастăн? — ыйтатăп хальхи медицинăн вăйне шанса.

— Юрамасть пуль тума. Хама чăрмантармасть, — нимĕн пулман пекех хуравларĕ вăл…

Дмитрий Чугунов Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн технологипе экономика факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 2014 çулта, çара кайма ят тухсан, тивĕçе Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинчи чаçре пурнăçлать. Танк наводчикне темиçе уйăхранах экипаж командирне уйăрса лартаççĕ. Аслă сержант вара çулталăк иртсен унтах шутлать юлма.

— Мĕн хистерĕ сана служба вăхăтне малалла тăсма? — терĕм контрактниксене час-часах паракан ыйтупа кăсăкланса.

— 2014 çулта Киевра Майдан событийĕсем пуçлансан пире васкавлăн Ростов облаçĕнчи Таганрог хулине ăсатрĕç, — пĕлтерет Дмитрий Валерьевич. — Унта ултă уйăх Раççейпе Украина чиккинче тăнă май çуралчĕ те шухăш.

Ентеш ятарлă çар операцийĕнче — мĕн пуçланнăранпах. Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче ăна лейтенант, кăçал, вăхăт çитичченех, черетлĕ аслă лейтенант звани панă. Вĕсен подразделенийĕ Сватово направленийĕнче вырнаçнă. Д.Чугунов ертсе пыракан взводра виçĕ экипаж. Унччентерех вĕсем кашни кун атакăна кайнă пулсан, халĕ эрнере 3-4 хутчен. Ытларах посадка хĕррисемпе çỹреме тăрăшаççĕ.

— Ир-ирех тĕтре хỹттипе е çĕрле каятпăр «ĕçе», — çапăçу ỹкерчĕкне сăнлать офицер. — Пирĕнпе харăсах артиллери те хутшăнать. Каярахпа — штурмовиксем.

Аслă Шăхаль каччин экипажĕ тăваттăмĕш танка улăштарнă ĕнтĕ. Малтанхисене снаряд лексе стройран кăларнă е мина çинче сирпĕннĕ. Салтаксем, çав шутра взвод командирĕ хăй те (çỹлерех асăннăччĕ), пĕр хутчен кăна аманман. Çапах та чи пахи — пурте сывă. «Еж» чĕнỹллĕ офицер çак таранччен хăйне пăхăнса тăракансене никама та çухатман. Йăваш чăваш, эппин, кăткăс лару-тăрусенче тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарать.

Унăн взводĕнче чăваш урăх çук. Тĕрлĕ наци çынни. Чи çамрăкки 21 çулта, чи асли — 45-ре. Пурте пĕр çемьери пек вĕсем. Çапăçусенче тĕрĕсленнĕ туслăх пушшех çирĕп мар-и?

Д.Чугунова çапăçусенчи хастарлăхпа паттăрлăхшăн «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» (22.11.2022), «Хăюлăхшăн» (15.11.2023) медальсемпе наградăланă. Каллех именни-ши? Офицер вĕсене çакса çỹремест — килĕнче упранаççĕ. Тĕплĕ чĕркесе хунăскерсене амăшĕ илсе кăтартрĕ.

Дима сывалас тĕллевпе икĕ уйăх тăван ялĕнче ĕнтĕ. Сăлтавĕ çакăнта: ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕр çапăçура пуçран йывăр аманать вăл, тăватă кунтан Мускаври госпитальте кăна тăна кĕрет. Тухтăрсем сахал мар тăрăшнă унăн сывлăхăшĕн — виçĕ уйăх сипленнĕ унта. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче чаçе тухса каймалла ĕнтĕ.

Çĕршыв хỹтĕлевçин аману «списокне» тата тăсма пулать: унăн сылтăм куçĕ курмасть. Тинкерсен капла паллă та мар. Служба тивĕçне пурнăçланă тапхăрта йывăрлăх туйăнатех ĕнтĕ, хăй çакна шарламасть пулин те.

— Иртнĕ çул отпуска килсен: «Тен, контрактна тăсмăн?», — тесе те каланăччĕ, — пăшăрханăвне пытармасть амăшĕ Луиза Васильевна. — «Эпĕ е тепри каймасан камăн хỹтĕлемелле? Манăн унта юлташсем…», — терĕ çеç.

Ачисемшĕн ытларах кам, амăшĕ пăшăрханать ĕнтĕ. Луиза Васильевна ывăлĕн пурнăçĕшĕн куллен Турă кĕнекине вулать, чиркỹре асăнтарать. 15 çул Çĕнĕ Пăвари çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшаканскерĕн виçĕ яла — Аслă Шăхальпе Турхана тата Кĕçĕн Шăхале хаçат-журналне те вăхăтра илсе çитермелле. «Лайăх хыпарсем кăна пулччăр», — тет вăл.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code