тенĕ ĕлĕкрен. Çак авалхи ваттисен сăмахĕ ăруран-ăрăва паян кунчченех куçса пырать. Çын хăйĕн телейне, савăнăçне ĕçре тупни çеç мар, ял çинчи хисепне те ĕçрех тупать.
Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен аякрах та мар ĕç ветеранĕ Люся аппа пурăнать. Эпир, шкул ачисем, час-часах ăна пулăшма çỹретпĕр. Вăл пире кашни хутĕнчех ăшпиллĕн те тараватлăн кĕтсе илет. Унăн ăшшăн тинкерекен куçĕсенчен эпир килнишĕн питех те хĕпĕртенине туятпăр. Яланах шкулти пурнăçпа кăсăкланать вăл, эпир мĕнле вĕреннине тĕпчесе пĕлет, вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнхи ĕмĕт-тĕллевсем çинчен те ыйтса пĕлет. Вăл пире тĕрлĕ канаш-сĕнỹпе те нумай пулăшать. Эпир Люся аппапа калаçма питĕ юрататпăр. Унăн сăмахĕсем яланах вырăнлă та витĕмлĕ.
Пĕр кунхине шкултан таврăннă чухне юлташ хĕрĕпе татах Люся аппана тĕл пултăмăр та, калаçса кайрăмăр. Ун çинчен тата ытларах пĕлме тỹр килчĕ.
Луиза Виталиевна Викторова Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан ялти вулавăшра ĕçлеме пуçланă та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех кунта вăй хунă.
— Хама шанса панă ĕçе питĕ тĕплĕ тума тăрăшаттăм эпĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна мероприяти хатĕрлемен пулĕ çав тапхăрта! Стена хаçачĕсем кăларнă, концертсемпе спектакльсем хатĕрлесе ялсем тăрăх тухса çỹренĕ, кашни çын патне кĕнеке, хаçат-журнал илсе çитернĕ, — тесе аса илет Люся аппа.
Ĕçне кура хисепĕ! Чăнах та, 40 çул пĕр улшăнмасăр ялти вулавăша типтерлĕ тытса пыни харама кайман, Луиза Виталиевнăн ĕçне патшалăх енчен те пысăка хурса хакланă. 1967 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, 1979 çулта СССР Культура министерствин «Лайăх ĕçленĕшĕн» паллине парса хавхалантарнă. Темиçе созывра ял совечĕн депутачĕ пулма та шаннă пултаруллă ĕçчене. Вăл ертсе пыракан вулавăш икĕ çул харăсах (1978, 1979 çулсем) «Республикăри чи лайăх библиотека» ята çĕнсе илнĕ.
Савăнмалли, мăнаçланмалли пурах Луиза Виталиевнăн. Унăн мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕ 3 тĕпренчĕкĕ те аслă пĕлỹллĕ специалистсем. Олег Николаевичпа Владимир Николаевич медицина çулне суйласа илнĕ. Олимпиада Николаевна вара Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи пулса ĕçлет. Çĕнĕ Пăва шкул коллективĕ те, ял халăхĕ те Викторовсен çемйи çинчен ырăпа çеç аса илеççĕ.
— Мĕн чул тăрăшмарĕç пуль вĕсем тăван ялшăн, тăван шкулшăн. Вĕсене çĕре çити пуç тайса тав тумалла пирĕн, — теççĕ вĕрентекенсем.
— Ачамсем, ан ỹркенĕр, тăрăшса вĕренĕр. Вĕреннĕ çынран усси пулатех. Юлташсене хисеплеме вĕренĕр, пĕр-пĕринпе туслă пулăр, ан кỹрентерĕр. Аслисем каланине итлĕр. Нихăçан та нимĕнле ĕçрен те хăраса ан тăрăр. Нимĕнле яваплăхран та шикленсе ан тăрăр, вара эсир те ман пекех хисепе тивĕçетĕр, — тесе ăс пачĕ пире 85 çул тултарнă Луиза Виталиевна.
Анжела ВОЛКОВА,
Çĕнĕ Пăва шкулĕ, 9-мĕш класс.
Л.В.ВИКТОРОВА:
— Ватăлма ан вăтанăр, чылайăшĕ ăна тивĕçмест те. Пурнăçа пурне те памаççĕ, ватлăха та — хăшĕ-пĕрисене çеç.
— Ватлăхра пуянлăх мар, сывлăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлташсемпе пуян, ăмсанса кĕвĕçменнисен, çыншăн савăнма пĕлекенсен, ыттисене усал тăвас шухăшпа юмăç патне чупманнисен, тăрăшса ĕçлекенсен пурнăçĕ те ăнса пырать.
— Камсем нумай çул пурăнаççĕ? Тăван тавралăха усă кỹрекенсем, тăван çĕршыва юратакансем, Турăпа пĕрле пурăнакансем.
— Общество çынна вăхăт çитсен вăл ватăлчĕ тесе ĕнентермест. Никам та хăйне ватă пек туймĕччĕ. Чунпа эпир халĕ те ачасем, ырă ĕмĕтсем те пирĕн тем таранах.
— Ватлăх вăл — улшăну, ырă-и вăл е çук-и — çакна пирĕн хамăрăн анчах татса памалла. Вăл сăмах кăна. Пирĕн ỹт пĕрмаях çĕнелсе улшăнать, шалти туйăм — «эпĕ» тени нихăçан та ватăлмасть. Пирĕн çамрăклăх та пирĕнпе юнашар — вăл ниçта та кайман. Хамăр çакна ăнланмастпăр пулин те, эпир ĕмĕр тăршшĕпех çамрăк юлатпăр. Турă та пирĕнпе пĕрлех.
— Пирĕн пуçри шухăшсем те хăватлă, вăл унта кĕртсе хунă ĕмĕтсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлать тесе хăвăра ĕнентерĕр. Çамрăклăха тăсас ĕмĕт те çав шутах кĕрет. Эппин, вăрăм ĕмĕр çамрăклăха тăсни пултăр!