СК органĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулин экс-мэрĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна должность полномочийĕн картинчен тухнăшăн тата саккуна пăсса предприниматель ĕçне хутшăннăшăн айăплаççĕ.
П.-ăн правăна хирĕçле ĕçне СКРн Чăваш Енри следстви управленийĕн следователĕсем ЧР прокуратурин тата Федерацин хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсемпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă. Следователь ыйтнипе суд унăн куçман пурлăхне тата укçине — пĕтĕмпе 13 миллион ытла тенкĕ — арестленĕ. Уголовлă ĕçе суда тишкерме панă.