Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куçса çÿрекен курав

Куçса çÿрекен курав

Иртнĕ эрнере Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче çĕнĕ курав ĕçлеме пуçларĕ.

Шупашкарти чăваш наци музейĕн куçса çÿрекен «Кĕскĕ эрешĕн асамачĕ» курав маларах Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» музейра пулчĕ. Ĕçсене эпир кÿршĕсен опычĕпе паллашма кайсан илсе килтĕмĕр. Чăваш халăх культуринче «Кĕскĕ» эрешĕсем чи курăмлисем шутланса тăраççĕ. Вĕсене хĕрарăм кĕпи çине кăкăр умне пурçăн çипсемпе тĕрленĕ. Елмен пурçăнĕ тенĕ ăна.

Паха тĕслĕ çипсем эрешсене пуян та ятуллă тĕс кĕртнĕ. Ятсене чăвашсем мĕн авалтан упраса хăварнă. «Кĕскĕ» текен сăмах хальхи чăваш чĕлхинче куç кĕски сăмахра тĕл пулать. Çакăн евĕр ăнлав чылай тĕрĕк чĕлхисенче те пур. Эрешсене ун-кун çавăрсан та вĕсен сăнĕ ылмашăнмасть. Кĕскĕ эрешĕсенче ученăйсем хитре ÿкерчĕк кăна мар, качча кайнă хĕрарăмсене сыхлакана та кураççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ мифсемпе çыхăннă. Тĕплĕн никам та татса паман ку ыйтăва. Авалтан пыракан халапсем тăрăх пăлхарсемпе сăварсем эрешсене азербайджан, эрмен тата Византи купцисем Атăл тăрăх суту-илÿ тунă чухне «çырса» илнĕ теççĕ. Куравра чăваш тĕрри музейĕн ĕçченĕн Н.И.Захарова-Кульеван ĕçĕсемпе паллашма та май пур. Эрешсене ĕлĕкхи «хантăсла» мелпе тĕрленĕ. Вĕсем Чăваш наци музейĕнче упранаççĕ.

Елчĕкри курав август уйăхĕн вĕçĕччен ĕçлет. Хапăл туса кĕтетпĕр сире.

С.СТЕПАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕкри В.Иванов мăнукĕсемпе музейри куравпа паллашнă май «Йăх йывăççи» мастер-класа та хутшăнчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code