Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район юбилейне — пысăк çĕнтерỹпе

Район юбилейне — пысăк çĕнтерỹпе

Ĕнер, чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри сумлă уявĕнче Елчĕк районĕнчи çăкăр çитĕнтерекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклани пурин чун-чĕрине те мăнаçлăх кỹме тивĕçлĕ.

Чăннипех те çапла, мĕншĕн тесен районти аграрисем çитес кунсенче уявлама палăртакан районăн 90 çулхи сумлă юбилейне те чи пысăк кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймасăр пирĕн уй-хир ĕçченĕсем 67350 тонна (республикăри урăх нихăш район та пирĕн районпа танлашайман) тыр-пул пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 31,8 центнерпа танлашнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уявра ял çыннине пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă май производствăпа экономика кăтартăвĕсене ỹстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн Елчĕк районĕ пĕрремĕш вырăна йышăнни çинчен пĕлтернине илтме мĕн тери кăмăллă! Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уяв сцени çинчен I степень Диплома тухса илме тивĕçлĕ пулнă. Сăмах май, район темиçе çултанпа республика шайĕнчи ăмăртура тивĕçлĕ пĕрремĕш вырăна йышăнать. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче çĕр улми туса илессипе сарăлнă ĕçлĕ ăмăртура та «АСК_Яльчики» ООО мала тухнă, I степень Диплома илме тивĕçлĕ пулнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хăйĕн сăмахĕнче Елчĕксем тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отрасльне те тивĕçлĕ шайра аталантарма пултарнине, уйрăммăн илсен, «Победа» ОООра сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçленине палăртнă.

Уйрăм ĕçченсем хушшинче ят-сума тивĕçнисене те ятран палăртса калама кăмăллă. «Эмметево» ОООри Александр Иванов механизатора «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята, «Рассвет» ЯХПКри Николай Енедеров тĕп инженера Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, хамăр ентешсене — ял хуçалăх министерствинче выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх енĕпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Надежда Миллинăна РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, «Агрофирма «Канмаш» ОООн генеральнăй директорне Андрей Лапшина Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă ятпа саламлатпăр.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code