Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераци патшалăх инспекцийĕн программи вăя кĕнĕренпе вăрлăх туса илессипе тата ăна сутассипе тимлекен, вăрлăх туянас текен ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çĕнĕ йĕркене пăхăнса ĕçлеме тытăнчĕç.
Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Ку чухне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çак программăра (электронлă майпа алă пусни, хăйсен уççи (ключ) регистрациленмелле.
Малтанхи вăхăтра туса илнĕ вăрлăха сутнă е туяннă чухне инспекцире протокол çырнипех çырлахнă пулсан, ку чухне вăрлăха хатĕрлесе уйăрнă хыççăн çак программа урлă Россельхозцентра заявка тăратмалла. Эпир, Россельхозцентр ĕçченĕсем, вăрлăха анализа илсе тĕрĕсленĕ хыççăн унăн пахалăхне мĕнле хакланине çак программăна кĕртетпĕр. Çапла майпа Елчĕк округĕнче сутма тăратакан вăрлăха (вырăнти тĕслĕхпе çирĕплететпĕр) пĕтĕм регионта уççăн курса тăраççĕ. Ку чухне малтанхи пек протокол çырмалли те пулмасть, ăна пĕтĕмпех электронлă майпа ĕçе кĕртеççĕ.
Вăрлăх туса илекен, ăна сутакан тата туянакан ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çак программăра регистрациленмесĕр малашне ниепле те ĕç малалла каймĕ. Мĕншĕн тесен çакна тумасан вĕсем вăрлăх туса илнĕшĕн патшалăхран уйăракан субсидисене те тивĕçеймĕç, вăрлăха, çавăн пекех туса илнĕ тыр-пула та ниçта, никама сутаймĕç те. Пахалăха тивĕçтерекен сертификата илме те çак программа витĕр тухмалла.
Олег КАРСАКОВ, «Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕ.