Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕрÿ лини» ĕçлет

«Хĕрÿ лини» ĕçлет

Эпир хамăр хаçатра апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Ен цифра телекуравĕ çине куçассине пĕлтерсех тăратпăр. Çавăн пекех приставкăпа мĕнле йышши телевизор кирлине пĕлменнисем патне волонтерсем çитессине те хыпарланăччĕ. Февралĕн 20-мĕшĕнче «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕн» /РТРС/ предприятин филиалĕн «Чăваш Республикинчи РТПЦ» специалисчĕсем районти волонтерсемпе цифра сигналне йышăнмалли оборудование вырнаçтарма вĕрентсе заняти ирттернĕ. Волонтерсем çынсем патне вĕсем чĕнсен каяççĕ. Çавна май республикăра цифрăллă телекурав çине куçассипе «хĕрÿ лини» телефонĕ ĕçлеме пуçланă. Шăнкăравсене /8352/ 26-11-11 номерпе мартăн 4-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă.

Апрелĕн 14-мĕшĕччен шăнкăравсене тунтикунпа эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнĕç. Апрелĕн 15-мĕшĕнче аналог телекурава сÿнтернĕ хыççăн апрелĕн 28-мĕшĕччен шăматкун та ĕçлĕ. Унăн ĕç вăхăтне те ун чухне тăсĕç: 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен. Апрелĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 2-мĕшĕччен вăл каллех тунтикунпа эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code