Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:
— ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Победа» ООО çĕнтернĕ. Отчетлă тапхăрта кунта 35348 центнер сĕт, 2224 центнер аш-какай туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 8601 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра 797 грамм ỹт хуштарнă. Ял хуçалăх предприятине куçса çỹрекен кубок тата диплом парса хавхалантарнă;
— сысна ĕрчетессипе сарăлнă ăмăртура «Прогресс» АХО çĕнтернĕ. 9 уйăхри тапхăрта кунта 2616 центнер сысна ашĕ туса илнĕ, самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра вăтамран 656 грамм ỹт хушнă, кашни 100 тĕп амаран 1187 çура илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ диплома тивĕçнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакан уйрăм çынсене тăрăшса ĕçленĕшĕн округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
— «Победа» ОООри Елена Ильинична ДЕРГУНОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 8918 килограмм сĕт сунă;
— «Сатурн» ЯХПКри Венера Вячеславовна РОЗАНОВА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра вăтамран 1160 грамм ỹт хушнă;
— «Комбайн» ЯХПКри Алина Алексеевна ТЕЛЛИНА мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Ăна çирĕплетсе панă мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра вăтамран 960 грамм ỹт хушнă;
— «Прогресс» АХОри Антонина Николаевна КАРСАКОВА сысна çăвăрлаттаракан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни тĕп амаран 16,3 çура илнĕ.