Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Крысовсем — манăн мăн асатте — Никандр Семенович, асатте — Федор Никандрович, атте — Николай Федорович, аттен тетĕшĕ — Владимир Федорович — тăваттăшĕ те механизаторсем, чун-чĕрисемпе хуçалăх ĕçне парăннă çынсем…
Мăн асаттене, паллах, эпĕ астумастăп ĕнтĕ. Асатте вара нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те вăл мана мăн асатте — Никандр Семенович пирки нумай хутчен аса илсе каласа кăтартнăран, ун пирки сахал мар пĕлетĕп. Федор Никандрович хăйĕн ырми-канми ĕçченлĕхĕпе ял-йыш умĕнче ят-сум çĕнсе илме пултарнăскер, манăн куç умĕнчи ырă тĕслĕх. Ватăлсан та килте ларма пĕлмерĕ вăл — «хурçă ут» çỹретрĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех хуçалăх ĕçĕнче пиçĕхнĕ çак çынран вĕренмелли пит нумай…
Асатте каласа кăтартнине аса илес пулсан, 1914 çулта хресчен çемйинче çуралнă Никандр Семенович ялти пĕрремĕш тракторист пулнă. Унăн ашшĕ — Семен Павлович. Çемье çĕр ĕçĕнче тăрмашнă. Суха пуç çаклатса лашапа çĕр сухаланă, кунтăксемпе тырă акнă. Пулса çитнĕ тырра çурлапа вырнă, тăпачпа çапса тĕшĕленĕ — çапла майпа çемьене тăрантарнă.
1930 çулсенче пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан Крысовсен çемйи колхоза чи малтан кĕрекенсенчен пĕри пулнă. Мăн асаттене Елчĕкри МТСа тракториста вĕренме янă. Ун хыççăн вăл кустăрмаллă тракторпа ĕçлеме пуçланă: акма çĕр хатĕрленĕ, тырă вырнă, кĕрхи çĕртме сухи тунă.
— Çав çулсенче пĕр ĕç кунĕ пуçне 3 килограмм тырă панă. Çынсем крахмал çинĕ вăхăтра вăл тăванĕсене те пулăшма тăрăшнă. Кустăрмаллă тракторăн çутти пулман пирки çĕрлехи вăхăтра трактор çумне хунар çакса сухаланă, — тесе аса илсе каласа кăтартнăччĕ асатте.
Никандр Семенович пултаруллă çын пулнă. Каярахпа ăна председателе те суйланă. 1959 çулта пархатарлă ĕçĕшĕн ВДНХ дипломĕпе чысланă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 51, трактористра ĕçлени 36 çулпа танлашать.
Асатте — Федор Никандрович мăн асатте ĕçне малалла тăснă. 1968 çулта çартан таврăннă хыççăн Канашри механизаци шкулĕнче вĕренсе тракторист-машинист правине алла илнĕ. Ун хыççăн тăван колхоза таврăннă, ăна ДТ-75 трактор шанса панă. Механизаторта пĕр улшăнмасăр 23 çул вăй хунă вăл. Ĕçе пахалăхлă пурнăçлассине тĕп вырăна хунă, нормăна тултарманни те пулман унăн. Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн 1974-1976 çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» ята тивĕçнĕ. Унăн сăн ỹкерчĕкне темиçе хутчен те районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Пултаруллă çынна 1991 çулта бригадира суйланă. Çак яваплă ĕçре 15 çул вăй хунă вăл. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 46 çул. Асатте «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ.
— Малти урапи ăçталла кусать — кайри те çавăнталла, тенĕ ваттисем. Пирĕн йăхра та çаплах килсе тухрĕ. Манăн атте те — Николай Федорович асатте пекех хăй пурнăçне тăван çĕрпе çыхăнтарнă. Мĕн пĕчĕкрен ашшĕ çумĕнче çỹресе ĕçе хăнăхнă вăл, техникăпа туслашнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан ял хуçалăх институтĕнче агроном профессине алла илсен тăван ялах таврăннă. Хăйĕн ĕç биографине прицепщикран пуçланăскер, çулсем иртнĕ хыççăн чаплă тракторист пулса тăчĕ. Механизаторсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртусенче темиçе хутчен те çĕнтерсе «Професси енĕпе чи лайăххи» ята илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Аттен тетĕшĕ Владимир Федорович та шкулта вĕреннĕ вăхăтрах СК-5 «Нива» комбайнпа асаттен пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, аттестатпа пĕрлех тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ хыççăн Канашри ДОСААФ шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1992 çулта салтакран таврăнсанах «Сатурн» пĕрлешỹллĕ хуçалăхра механизатор пулса ĕçлеме тытăннă. Çав тапхăрта миçе гектар çĕр сухаланине, тырă акнине, вырнине, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленине, хĕллехи вăхăтра вăрман турттарнине шутласа та кăлараймăн. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă, 2008 çулта ăна Чăваш Республикин Президенчĕн Хисеп хутне парса чыс тунă.
Никита КРЫСОВ, Çĕнĕ Пăва ялĕ.