Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 537 пин тенкĕ укçа пухрăмăр

537 пин тенкĕ укçа пухрăмăр

Тĕллевлĕ наци проекчĕсемпе тата республика программисемпе усă курса пурнăçланакан ырă улшăнусем пурте халăх куçĕ умĕнче.

Çаксене шута илсе эпир, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансем, пуçару бюджечĕн программине хутшăнса 2025 çулта урамсенчи шыв пăрăхĕсене, пурĕ 3213 метр чухлĕ, çĕнĕрен хывассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Ял урамĕсенче 1978 çулта хывнă шыв пăрăхĕсене, тĕрĕссипе каласан, тахçанах çĕнĕрен тума вăхăт çитнĕ.

Проектсене суйласа илессинче çитес çул хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем пулассине, ку чухне ял çыннисен пуçарулăхне — укçа-тенкĕ пухнине малти вырăна хунине халăха ăнлантарса патăмăр. Хирĕç калаçакансем никам та пулмарĕç, уйрăм çынсем кĕске вăхăтра хăйсем тивĕçлĕ суммăна — пурĕ 537 пин тенке яхăн — пуçтарса та пачĕç.

Юрий АЛЕКСЕЕВ, ялти пуçаруçă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code