Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене чысларăмăр

Паттăрсене чысларăмăр

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Ку çул Çĕнтерÿ кунне яланхиллех чаплă ирттереймерĕмĕр пулин те, ветерансене тав тума, çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама парăнманлăхне упраса хăварнă салтаксене пуç тайма май тупрăмăр.

Интернет çыхăнăвĕ анлă сарăлни уява тивĕçлĕ ирттерме пулăшрĕ тесен те йăнăш мар. Кăçалхи лару-тăрăва пула уяв кунĕнче килте ларнă халăх тепĕр çул парада нихçанхилле мăнаçлă туйăмпа хутшăнасси куç кĕрет. Социаллă çыхăнусенче йĕркеленнĕ «Георги хăйăвĕ», «Вилĕмсĕр полк», «Çĕнтерÿ тата вăрçă темисемлĕ юрăсене пĕрле юрлатпăр» тата ытти акцисене пурте хастар хутшăнчĕç. Районти вĕренÿ тата культура учрежденийĕсен, ытти организацисен ĕçченĕсем, вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем, уйрăм çынсем фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене тивĕçлипе чысларĕç. Ăс-тăн тата пултарулăх пуянлăхне тĕпе хурса вырăнти артистсем хатĕрленĕ видеороликсем уява пĕрле ирттерме пулăшрĕç. Сăмахран, Патреккелти культура çурчĕн ĕçченĕсен программине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Алексей Петров, унăн мăшăрĕ Галина, Полина Борисова капăрлатрĕç. Алексей Владимирович мăнаçлă сассипе «День Победы» юрра янраттарса Интернета «тыткăнларĕ». Анатри Тимеш ялĕнчи юрăçсем – ашшĕпе ывăлĕ Вячеславпа Леонид Захаровсем те тунсăхлама памарĕç – хут купăспа выляса халăха çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем парнелесех тăчĕç. Лаш Таяпари культура çурчĕн ертÿçин Юрий Кашкăрăн команди вара вăрçă вăхăтĕнчи, фронтри, вăрçă хыççăнхи пурнăçа ытарлăн сăнарласа чунсене тыкăнлама пултарчĕ. Интернет уçлăхĕнче çакăн евĕр вун-вун тĕслĕх…

Майăн 9-мĕшĕ умĕн кашни ялти вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксен умĕсене чечексемпе, ялавсемпе илемлетрĕç. Елчĕкри Тĕп лапам та яланхиллех капăрланчĕ. Карантин йĕркине пăхăнса предприятисемпе организацисен представителĕсем палăксен умĕсене чечек кăшăлĕсем хучĕç. Район ертÿлĕхĕ çак кун килĕсенче пулса ветерансене саламларĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕк район пуçлăхĕпе И.Васильевăпа райадминистрацин пуçлăхĕ Н.Миллин палăк умне чечек кăшăлĕ хунă самант

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code