Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне телейĕ — ачасен телейĕ

Анне телейĕ — ачасен телейĕ

Анне тăван ачисемшĕн тĕнчери чи хаклă çын. Кашни çемье хăй пĕр пĕчĕк çĕр чăмăрĕ, унăн тĕнĕлĕ вара — Анне. Тĕнĕлĕ мĕнле çаврăнасси аннерен килет: ăс-хакăлĕнчен, вăй-халĕнчен.

Эпĕ вулакана Кавал ялĕнчи Теллинсен йăхĕнчен тухнă Анна Кирилловна Шахеевăпа паллаштарас тетĕп. Вăл 1931 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кирилл Ефимовичпа Хиония Спиридоновна çемйинче çуралнă. Анна иккĕмĕш ача пулнă. Пĕр тăвансем вара пурĕ вуннăн!

Асли — Игнатий — питĕ ăслă пулнă. Ĕлĕкхи йывăр саманана пăхмасăр Хусанта юриста вĕренсе тухма пултарнă, Патăрьелĕнче судьяра ĕçленĕ. Федор — авиаци полковникĕ, икĕ орден кавалерĕ. Вениамин та çар çынни пулнă, анчах 25 çултах пурнăçран уйрăлнă. Ксения, Антонина, Валентина кун-çулне хуçалăхпа çыхăнтарнă. Полина — вĕрентекен, Геннадий — ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. Борис «Победа», «Комбайн» хуçалăхсенче водитель, бригадир пулса тăрăшнă. Хастарлăхне кура вăл «Хисеп Палли» ордена тата РСФСР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Анна 7 класран ытлашши вĕренеймен — кĕçĕннисене пăхмалла пулнă. Ашшĕ-амăшĕ тăтăшах ĕçре, çемьене тăрантмалла, тумлантармалла, вĕрентмелле. Кил хуçи счетоводра тимленĕ, каярахпа хатĕрлевçĕне куçарнă. Амăшĕ ир пуçласа каçчен колхозра вăй хунă.

Колхоз аталанăвĕнче Анна тỹпи те пурах. Шкул çулĕсенче сахал мар пилĕк авма лекнĕ ăна та. Харсăрлăхне кура 16 çултах «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Ĕçчен те «чĕрĕ» хĕре нумай хĕрарăм кин тума ĕмĕтленнĕ. Пĕр евчĕ, çывăх тăванĕ, Аннăна Аслă Пăла Тимешри Иван Шахеева çураçма парать. Çапла вара 1956 çулхи кăрлач уйăхĕнче çемье чăмăртанать. Пĕчĕк пỹртре Иванăн амăшĕ, качча кайса килнĕ икĕ ачаллă аппăшĕ кĕтсе илеççĕ ăна. Вăхăт шунă май кил-çурта çĕнĕ «кайăк» вĕçсе кĕрет — Коля çуралать. Пỹрт тăвăрланать. Аппăшĕ ачисемпе тата амăшĕ уйрăлса тухаççĕ.

Анна, мал ĕмĕтлĕскер, упăшкине тракториста вĕренме хистет. Часах «ДТ» тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хутшăнать арçын. Çĕмĕрĕлсен — юсамалла. Ĕçе суйласси, тиркесси çук хуçалăхра. Шаннă тăк — тумалла.

Килте вара йыш хушăнсах пырать: Федя, Тамара, Веня, Тоня. Эппин, çĕнĕ пỹрт кирлĕ. Вĕсем иккĕшех каяççĕ вăрман хатĕрлесе тата турттарса кăларма. Пилĕк стеналлă пурана тăванĕсем, ял-йыш пулăшнипе çурта çавăраççĕ. 1975 çулта унта куçать çемье.

Темшĕн пурнăçра шурăпа хура черетленме юратаççĕ. Кунта та çаплах: Иван Петрович йывăр чирпе чирленине тупса палăртаççĕ тухтăрсем. Çĕнĕ пỹртре çулталăк çеç пурăнаять вăл. Кĕçĕн хĕрĕ 7 çулта тăрса юлнă, Анна аппа 45 çулхи хĕрарăм. Халĕ ĕнтĕ аслисем амăшĕшĕн тĕрев. Анасене акса-лартса хăвармалла, çум курăкран тасатмалла, вутă-кăмрăк тупмалла… Ĕмĕр тăршшĕпе Турă пулăшăвне шанса, ун ирĕкĕпе пурăнма вĕреннĕ Анна аппа. Теллинсен вăйлă йăхĕ те яланах пулăшса пынă ăна.

Ачисен халĕ хăйсен çемйисем ĕнтĕ. Асли, Коля, сварщика вĕренсе çав специальноçпах ĕçлесе пурăнчĕ. Акчел хĕрĕпе, Антонинăпа пĕрлешсе, икĕ маттур ывăл çитĕнтерчĕç. Ывăлĕпе-кинĕпе, мăнукĕсемпе пурăнаççĕ вĕсем.

Федор — строитель. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтерчĕç. Чаплă çурт çĕклерĕç. Анчах, чире пула, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн.

Тамара çĕвĕçе вĕреннĕ, çав ĕçпех тăрăшрĕ. Унăн пĕр ывăл. Мăшăрĕ çамрăкла çĕре кĕчĕ.

Тоня халĕ те поварта ĕçлет. Юратнă хĕрĕ икĕ мăнук парнеленĕ ăна.

Анна аппан вара пурĕ 7 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук. Уявсенче е çуллахи вăхăтра тĕреклĕ кил-çурт вĕсен хаваслă сассипе тулать. Хăйĕнпе пĕр тăвансем те (7-шĕ пурăнаççĕ-ха) килсех тăраççĕ. Тăванлăх туйăмĕсене тытса пырассинче ачисемпе мăнукĕсене тĕслĕх параççĕ.

Анна Кирилловнăна паянхи кун Тамара хĕрĕ пăхса пурăнать. Вăтăр çул ялти чиркĕве юрлама çỹрет ватă. Халĕ те пĕр службăран та юлмасть. Ватăлсан çын ачана çаврăнать, теççĕ. Анна аппана ача пекех пăхать хĕрĕ. «Анне пурри пирĕншĕн пысăк телей, — тет Тамара, — вăл пуррипе эпĕ хам та ача».

Ăсĕ-тăнĕпе кирек кампа та хутшăнса калаçма пултарать-ха 93 çулхи кинемей. Ачисене ăс пама та, иртен-çỹренпе ырă сунса пуплеме те пултарать.

«Мĕн кăна курман-ши, мĕнле ĕç туман-ши? Канăç мĕнне пĕлмен, çапах Турă çĕр çинче усрать мана», — тет хисеплĕ çыннăмăр.

«Ĕç ветеранĕ», Ача амăшĕн, «Вăрçă ачи» медальсем, нумай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ Анна Шахееван хастарлăхне çирĕплетекен наградăсем. Çакăн пек ватăсем хальхи самана çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Чăваш хĕрарăмĕ яланах ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, çемье ăшшине тытса пыма пĕлнипе палăрса тăнă. Вĕсен умĕнче пуç таятпăр, çĕр çинче нумайрах пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code