Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли – таса тупăш

Чи кирли – таса тупăш

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2018 çулта налук органĕсем республикăра 638 ял хуçалăх организацине шута илнĕ. 2017 çулхипе танлаштарсан, вĕсен укçа çаврăнăшĕ 3,6 процент ÿснĕ.

2018 çулта, 2017 çулхипе танлаштарсан, таса тупăш 2,4 процент ытларах пулнă. Патшалăх пулăшăвĕпе пĕрле шутласан рентабельлĕх 12,4 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх организацийĕсен 82,9 проценчĕ иртнĕ çулталăка тупăшпа вĕçленĕ. 1990-2000 çулсенчипе танлаштарсан, финанс кăтартăвĕсем вĕсенче темиçе хутчен лайăхрах пулнă.

Рынок саккунĕ çирĕп ыйтнă вăхăтра, пушшех, тăкаклă ĕçлеме юраманни куç кĕрет. 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа сĕтĕн сутлăх хакĕ 5-8 тенкĕ чакнă та 2018 çулхи авăн уйăхĕчченех пĕчĕк пулнă. Çакна кура ял çынни самай пысăк çухату тÿснĕ. Чĕр таварăн сутлăх хакĕ чакнă пулин те мĕн пур харпăрлăхри хуçалăхсенче 2018 çулта 62 трактор, вун-вун ытти техника туянма пултарнă. Çак тапхăрта сĕт туса илнинчен ял çыннин нухратне пырса кĕмелли укçа-тенке юр-вар хатĕрлекен компанисем ярса илнĕ. Хресчен шучĕпе вĕсем пысăк тупăш курнă. Иртнĕ кĕркуннерен пуçласа сĕтĕн сутлăх хакĕ ÿснĕ. Чĕр тавар туса илни мĕн пур категорири хуçалăхсене, çулталăк каяллахипе танлаштарсан, ытларах тупăш панă. Çапла майпа ял хуçалăх организацийĕсен 2018 çула ăнăçлăрах вĕçлеме май пулнă.

2017 çулта пухса кĕртнĕ тырă хакĕ те савăнтармалли пулман. Ăна пĕлтĕр сутнисем элеватора кăçал парса яракансенчен нумай сахалрах тупăш илнĕ. 2018 çулта техника, минераллă удобрени, хими им-çамĕ, электричество, газ, паха вăрлăх, ăратлă выльăх, ял хуçалăхне кирлĕ ытти ресурс хакланни, сĕтĕн тата тыррăн сутлăх хакĕ чакни те чăрмав кÿнĕ – малтан шутланă чухлĕ таса тупăш илме май пулман. Апла пулин те рынок экономикин тапхăрĕнче çаксем сăлтав шутланмаççĕ. Аталану çулĕпе пыракансем услам ытларах ĕçлесе илессишĕн сĕте, аш-какая ĕçлесе тирпейлекен цехсем, çĕнĕ фермăсем хута янă, выльăх-чĕрлĕх хисепне ÿстернĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем техника культурисен лаптăкĕсене ÿстересси çине те çулран-çул ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен вăрлăхĕ хаклă – укçа самаях кĕрет. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх, паха вăрлăх сутнинчен те нухрат пуянланса анчах пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code