Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чиркỹ — ял илемĕ

Чиркỹ — ял илемĕ

Тăрăм ялĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕпе хисепленсе тăракан чиркỹ инçетренех илемлĕн çуталса ларать.

Чиркỹ уçни — ялшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ĕнер, чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ялăн престол уявне — Михаил кунне паллă турăмăр.

Ялта чиркỹ 1901 çултах хăпартнă пулнă. Чан сасси 1936 çулччен янăранă. Малалла, салатса пăрахиччен, колхоз склад вырăнне усă курнă ăна. 83 çул иртсен çав вырăнтах çĕннине хăпартма мехел çитернĕ.

Чиркỹ прихутне 5 çул Василий Иванов протоиерей ертсе пырать. Тỹрĕ кăмăллă, ĕçчен пачăшкă кĕске вăхăтрах çынсен юратăвне, хисепне тивĕçрĕ. Çулла Турра ĕненекенсем чиркĕве шал тата тулаш енчен пĕтĕмпех сăрларĕç, хăш-пĕр турăшсене çĕнетрĕç.

Василий атте çавăн пекех Аслă Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹре те ĕçлет, Тип Тимешри часавайра çылăхĕсене каçарттаракансене те сыптарать.

Иртнĕ çул престол уявĕнче служба ирттерме Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий килнĕччĕ.

«Христос Туррăмăр астутарса каланă пек, çынсене юратмалла, сума сума пĕлмелле, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшар, ăнланса пурăнар», — терĕ вăл проповедь каланă май ун чухне.

Чиркĕве тĕрлĕ ялтан çỹреççĕ ĕненекенсем. Василий атте вĕсемпе кашнинпе пĕр чĕлхе тупать. Служба хыççăн уйрăммăн калаçма та ỹркенмест. Раштавра тата Мăнкунра ачасене пылак çимĕçпе сăйлани, вĕсене кашни кĕлĕ хыççăн тарăн шухăшлă сăмахсемпе вĕрентсе калани ырă туйăмсен вăйне ỹстеретех. Ку вăл вырăнти чиркỹшĕн — чи пысăк çитĕнỹ. Ахальтен каламан-çке чăвашра: «Пачăшки мĕнле, прихучĕ çапла», — тесе.

Тăрăм чиркĕвĕн настоятелĕ, вăлах IV-мĕш Елчĕк округĕн благочиннăйĕ, пуçарăвĕпе çулсерен Хĕреслĕ çул çỹрев иртет. Кăçалхи çулла ăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене асра тытса йĕркеленĕччĕ.

Василий аттене Турă малашне те пулăшса пытăрах.

Людмила ЕНЕДЕРОВА,
пенсионерка.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code