Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕçĕ хăçан пулĕ?

Вĕçĕ хăçан пулĕ?

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Хытăран та хытă калаçтараканни – йăлари хытă каяш çаврăнăшне кирлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе ялсенче çÿп-çап площадкисем вырнаçтарасси пулчĕ.

Çÿп-çап пухассинче çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе кĕçех çулталăк çитет. Ăна регион операторĕн автомашинисемпе турттарса тухиччен вăхăтлăха упрамалли контейнер площадкисем тăвассипе çыхăннă ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕ хăвăртлатма ыйтрĕ пулин те малтанах палăртса каланă вăхăт тĕлне /июлĕн 31-мĕшĕ/ мĕн пур ял тăрăхĕ çак ĕçе вĕçлеме ĕлкĕреймен. Çавна май иртнĕ канмалли кунсенче Николай Миллин ятарласа вырăнсене тухса лару-тăрупа кăсăкланнă, ĕçе мĕнле йĕркеленине хăй куçĕпе курса хакланă. Ку чухне вăл нумай çитменлĕхе асăрханă. Чи малтан контейнер площадкисене вырнаçтармалли вырăнсен никĕсĕ çирĕп пулманни, ăна пахалăхсăр пурнăçлани пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне ытларах та сăмах лекрĕ.

Çÿп-çап пухмалли çак площадкăсене район территорийĕнче 142 вырăнта тума палăртнă, хальлĕхе вара 80-шне анчах вырнаçтарнă. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенче вĕсене пурне те вырнаçтарса лартнă, анчах хăш-пĕр кăлтăксем те çук мар. Пурне те пырса тивекенни – площадкăсен çывăхĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртесси. Çÿп-çапа турттарса тухакан автомашинăсене кунта чăрмавсăр кĕрсе тухма май пултăр тесен унта пăрăнса кĕрекен çула, территорие вак чул сарса тирпейлемелле. Унсăр пуçне, кашни çынна – регион операторĕн пулăшу ĕçĕсемпе усă куракана пырса тивекенни вăл – темĕн йышши кирлĕ мара – алăпа тытма хăрушă япаласене кунта сапаласа пăрахни. Кĕленче ванчăкĕсене, тĕслĕхрен, хытă хут курупкана тултарса кайса лартма та пулнă-çке. Сапаланакан ытти çÿп-çапа та, паллах, хальлĕхе михĕсене тултарма тиветех. Пĕлетпĕр, малашне вĕсене кунта вырнаçтаракан контейнерсене тăкма тытăнăпăр. Площадкăсем çине ятарласа çырнă табличкăсем вырнаçтарасси пирки те район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕрремĕш хут асăрхаттармасть. Тĕрĕссипе, çакă йывăр ĕç те мар.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ятпа иртнĕ ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетме те вăхăт. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, ачалăха хÿтĕлес тата пулăшас тĕллевпе иртекен çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие районта йĕркелесе ирттерессишĕн яваплă пулса тăнă Леонард Левый çакăн пирки татăклăн чарăнса тăчĕ. Районти ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем марафон пухмачне кăçал 271524,5 тенкĕ хывнă. Кăтарту 2018, 2017 çулхисемпе танлаштарсан – ытларах. Çакна палăртма, чăннипех, кăмăллă. Оргкомитет председателĕ çынсен ăнланулăхĕ, ыр кăмăллăхĕ ÿссе пынине уйрăммăн палăртрĕ, пархатарлă ĕçе хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тума та манмарĕ. Сăмах май, марафон шучĕ çине пухăннă пĕр тенкĕ укçа та тĕллевсĕр çухалмасть, ăна хамăр районти ачасен ырлăхĕшĕн тăкаклаççĕ. Иртнĕ çул пухăннă укçа-тенкĕпе, тĕслĕхрен, Елчĕкри «Паха пĕлÿ» шкулпа чиркÿ хутлăхĕнче «Ача-пăча хулине» хута янă пулсан, кăçал пухăннă пĕтĕм укçа-тенке оргкомитет Курнавăш ял тăрăхне уйăрма йышăннă. Мĕншĕн тесен кунта ĕçлесе пурăнакансем – вырăнти ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, ырă кăмăллă ытти çынсем хăйсем те марафона хастар хутшăннă, вĕсен тÿпи 43 пин тенкĕпе танлашнă.

Тепĕр самант – тăрăшуллă çынсене чыслани. Чăваш Республики цифра телевиденийĕ çине куçнă тапхăрта халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене пурнăçлассипе тивĕçлĕ тÿпе хывнă ĕçченсене – Светлана Блиновăна /Чăваш Тăрăм/, Владимир Доброхотова /Çĕнĕ Пăва/, Роза Долговăна /Аслă Елчĕк/, Лариса Ильинăна /Кĕçĕн Таяпа/, Надежда Карсаковăна /Елчĕк/, Ольга Тихоновăна /Аслă Пăла Тимеш/, Николай Чернова /Çирĕклĕ Шăхаль/ Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствин Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code