Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕнер йăлана кĕнĕ «тỹрĕ лини» ирттерчĕ. Хальхинче вăл хутăш форматпа иртрĕ — ăна çуллен йĕркелекен пысăк пресс-конференципе пĕрлештерчĕç. Çĕршыв ертỹçи Раççейре пурăнакансен, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çулленех йĕркелекен мероприятие Чăваш наци телевиденийĕпе радиовĕн журналисчĕсем Юля Важенинăпа Элтияр Александров та хутшăннă.
Раççейре пурăнакансем декабрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнсах ыйтусем пама пуçланă. Вĕсене 8-800-200-40-40 телефонпа шăнкăравласа, 0-40-40 СМСпа, мoskva-putinu.ru тата москва-путину.рф сайтсем тата социаллă сетьсем урлă çитернĕ. Пурĕ вара 2 миллион ытла ыйтăва шута илнĕ. Эфир вăхăтĕнче янăраманнисем те тимлĕхсĕр юлмĕç, вĕсене каярах пăхса тухĕç.
СВО, çĕршывсем хушшинчи политика, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкересси, коммуналлă хуçалăхпа çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕр, вĕрентỹпе медицина аталанăвĕ, культура, малашлăх тĕллевсене палăртасси тата ытти тĕрлĕ самант — пресс-конференцин тĕп ыйтăвĕсен йышĕнче пулчĕç.
(Хамăр корр.)

