Иртнĕ ырă вăхăтри Елчĕкри обществăлла апатлану предприятийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Ылтăн пучах» кафе (çав çулсенче вăл ресторан пулнă) çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Çак яваплăха Надежда Такмакова уйрăм предприниматель хăй çине илчĕ.
Юлашки çулсенче ял варринче ушкăнпа апатланмалли вырăн пулманнине, çакна кура тепĕр чухне Елчĕке ĕçпе килсе çитнĕ çынсене, паллах, тус-юлташсемпе ытти хăнасене те хăш вырăна кĕрекене чĕнесси пирки самаях шутлама тиветчĕ. Халĕ апла пулмасса пĕлсех тăратпăр. Çĕнĕрен уçăлнă кафе кулленех пĕр харăс вун-вун çынна апатланма йышăнма пултарать. Унта ушкăнпа апатланмалли вырăн анчах мар, банкет залĕ те пур. Апачĕ пирки каламалли те çук — питĕ тутлă! Çакна округра пурăнакансемпе Елчĕке хăнана килсе курнисем уйрăм предприниматель малтанхи «Була» кафере епле тутлă ĕçме-çиме хатĕрленинчен те пĕлеççĕ ĕнтĕ.
— Кунта ĕçлеме, çынсене канма та условисем тата лайăхрах пуласса пĕлсе тăратăп. Хальхи требованисене туллин тивĕçтерекен кухньăра тĕрлĕрен блюдăсене ытларах та хатĕрлеме майсем уçăлчĕç, — тет уйрăм предприниматель.
Надежда Николаевна — пуçаруллă, хăюллă, ĕçрен хăраман хĕрарăм. Обществăлла апатлану тытăмĕнче нумай çул тăрăшаканскере Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Сăмах май каласан, Надежда çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче — Шуршура та куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавкка уçма пултарнă. Çакăншăн та ăна ял çыннисем кашни хутĕнчех чĕререн тав тунине пĕлтереççĕ.