Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курбан -Байрам – пысăк праçник

Курбан -Байрам – пысăк праçник

Эпир, мăсăльман тĕнне ĕненекенсем, пысăк уява – Курбан-Байрамăн малтанхи кунĕсене ирттерсе ятăмăр.

Ăна Ураза-Байрам праçникĕ хыççăн 70 кунтан уявлаççĕ. Курбан-Байрам Мекка хулине пуç çапма кайса килнĕ хыççăн парне валеçнипе çыхăннă. Çак пысăк праçникре эпир выльăх пусатпăр, сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, çывăх тăвансене хăнана чĕнетпĕр. Уяв пуçланиччен мулла киле килсе кĕлĕ вулать, пурне те ырлăх-сывлăхпа пурăнма сунать.

Августăн 21-мĕшĕнче арçынсем ирех мечĕте кĕлле васкарĕç. Кунта малтанах мулла пысăк уявпа саламласа уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Унтан районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Зевдет Салахутдинов район ертÿлĕхĕн саламне вуласа пачĕ. Азат Багаутдинов кассир мечĕт ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса ума лартнă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

Праçникĕн тĕп палли – выльăх пусни. Кам мĕнле выльăх /сурăх, ĕне, качака/ пусать ку чухне. Пирĕн ялта ытларах така пусаççĕ. Выльăх пуснă хыççăн какая виçĕ пая пайлаççĕ: пĕри – кÿршĕсене, тепри – йывăртарах пурăнакан çынсене, виççĕмĕш пайĕпе çемьере, йышлă тăвансемпе пĕрле хăналанатпăр. Сĕтел çинче – чей сăмаварĕ. Эрех-сăра пачах вырăнлă мар. Уяв вăхăтĕнче вилнĕ тăвансен вил тăприйĕ çинче те пулатпăр.

Эпир ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан йăла-йĕркене упраса хăварас тесе тăрăшатпăр.

Р.ХАРИСОВ.
Сăрьел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code