Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтартусем паллă

Кăтартусем паллă

Чăвашстат «Поголовье сельскохозяйственных животных» пĕрремĕш кĕнекен пиллĕкмĕш томне пичетлесе кăларнă.

Сборникре 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн Чăваш Республикинчи районсенчи тата хула округĕсенчи выльăх-чĕрлĕх йышĕн итогĕсене кăтартнă.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 197,4 пин мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутран 88,3 пин ĕне, 175,5 пин сысна, 201,6 пин сурăхпа качака шутланнă.

Юлашки вунă çул хушшинче республикăра мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 30 процент чакнă. Çав вăхăтрах хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ĕне выльăхсен йышĕ 3,8 хут ÿснĕ.

Сыснасен йышĕ те 24 процент чакнă. Сурăхсемпе качакасен йышĕ вара ÿснĕ.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кайăк-кĕшĕк шучĕ 5471,9 пин пуç шутланнă. 2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕпе танлаштарсан, 1,5 хут ÿснĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code