Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпей-илеме хакласа

Тирпей-илеме хакласа

Чăваш Енре хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес енĕпе çулсерен йĕркеленекен конкурс старт илнĕ. Кăçал унăн пухмачĕ 765 400 тенкĕпе танлашать. Ку тупăшăва уйрăм хуçалăхсем тата юридици сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене ЧР Строительство министерствинче июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи лайăххисене пилĕк номинаципе палăртĕç: «Социаллă учрежденисен территорийĕсене симĕслетесси тата тирпей-илем кĕртесси», «Чечек пахчисемпе кану вырăнĕсене илемлетесси», «Уйрăм хуçалăхсен урамĕсене тирпей-илем кĕртесси», «Нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнчи территорисене симĕслетесси», «Пурăнмалли уйрăм çуртсен ландшафт дизайнĕ». Çĕнтерỹçĕсене 76 540 тенкĕ, иккĕмĕш вырăншăн — 45 924 тенкĕ, виççĕмĕш вырăншăн 30 616 тенкĕ тивĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code