Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ – тĕпчевçĕ»

«Эпĕ – тĕпчевçĕ»

Шупашкарта шкул çулне çитмен тата пуçламăш классен ачисем хушшинче тĕпчев ĕçĕсемпе пултарулăх проекчĕсен «Эпĕ – тĕпчевçĕ» республикăри конкурсĕ иртнĕ.

Унта 18 районти тата 5 хулари çамрăк тĕпчевçĕсем 450 ĕç тăратнă. Куçăмлă тапхăра 120 тĕпчев ĕçне суйласа илнĕ. Вĕсен йышне Шăмалакри ача садне çÿрекен Анна Егорован ĕçĕ те кĕнĕ. Хĕр ача республика шайĕнчи тупăшăва виççĕмĕш çул хутшăнать. Пĕлтĕр çĕнтерÿçĕ пулнă, кăçал вара, регламента пăхăнайманнипе кăна, бала чакарнă, иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапах та Анна питĕ хаваслă. Вăл жюрисен ыйтăвĕсене те туллин хуравланă.

Аннăна «Ваш скромный труд цены не знает…» проекта хатĕрлеме Л.Денисова воспитательпе ашшĕпе амăшĕ, Ольга Петровнăпа Леонид Вениаминович, пулăшнă.

Анна диплома, медале, хаклă парнене тивĕçнĕ. Пултаруллă хĕр ачана, унăн ертÿçине шкул администрацийĕ саламланă.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Егорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code