Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хваттере халалласшăн

Хваттере халалласшăн

Хамăн хваттере хĕрĕме халалласшăн. Халал хутне никама та пĕлтермесĕр урăх хулари нотариус урлă хатĕрлесен, эпĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн хĕрĕм пĕлейĕ-ши еткерлĕх пирки? Ывăлăм – виççĕмĕш ушкăнри инвалид. Еткерлĕхе юлнă çак хваттерте пурăнма ирĕк пулĕ-ши унăн?

Н.КУЛИКОВА.

– Сирен ыйту çине Чăваш Республикин нотариат палатинчен çапла хуравларĕç:

– Халал хутне эсир никама пĕлтермесĕр кирек хăш нотариус урлă та хатĕрлеме пултаратăр /еткерлĕхе юлакан хваттер адресне анчах тĕрĕс палăртмалла/. Документсене тÿрех Нотариат ĕçĕ-хĕлĕн пĕрлехи информаци тытăмĕн электронлă списокне кĕртеççĕ. Эсир пурнăçран уйрăлнă хыççăн сирĕн хĕрĕре еткерлĕх пирки тÿрех пĕлтерĕç. Раççей Федерацийĕн гражданла кодексăн 1149 статйипе килĕшÿллĕн ĕçлеме пултарайман ывăлăра та, енчен те вăл çав вăхăт тĕлне те инвалид пулсан, еткерлĕхре пай тивĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code