Пирĕн пурнăçа интернет, электронлă кĕнекесем çиçĕмле вирхĕнсе кĕни вулакана библиотекăсенчен сисĕнмеллех уйăрни вăрттăнлăх мар. Çапах çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе эпир тĕрлĕ мелсемпе усă курма тăрăшатпăр.
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул та ку енĕпе кая юлмасть. Библиотека пысăках мар пÿлĕмре вырнаçнă пулин те вулакансене илĕртет вăл. Çĕнĕ кĕнекесем, вĕренÿре усă курма кирлĕ изданисем, тĕрлĕ энциклопеди-справочниксем йăлтах куç умĕнче. Кунтах чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я.Яковлева халалланă стенд. Ăсчахăмăр çинчен хатĕрленĕ кĕнеке куравĕ те çулталăк тăршшĕпех çĕнелсе тăрать. Кĕнекене упрама вĕрентнĕ халалпа, паттăрлăх, экологи кĕтесĕсемпе те туллин паллашма пулать.
Хальхи вăхăтра библиотекăра 120 вулакан шутланса тăрать. Вĕсенчен 16-шĕ ашшĕ-амăшĕ. Вĕсем шкулти мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ, çавна май библиотекăпа та тачă çыхăну тытаççĕ.
Фондра 5006 кĕнеке. Юлашки çулсенче çÿлĕксем çĕнĕ кĕнекесемпе сахалрах çĕнелни чуна ыраттарать. Хам чăвашлăха упрас тесе тăрăшнăран-ши, вулакансене те ытларах чăвашла вулаттарас килет.
«Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ», – тенĕ вырăссен паллă писателĕ М.Горький. Чăн сăмахăн суйи çук. Кĕнеке пурнăçа вĕренме, ĕçлеме пулăшать, çыннăн тавра курăмне пуянлатать, пĕчченлĕхпе тунсăха сирет. Вуланăçемĕн темĕнле асамлăха кĕрсе ÿкнĕ евĕрех туятăн хăвна.
Кашни çулах, çулталăк вĕçĕнче, шкулти библиотекăра «Чи нумай вулакан класс», «Чи нумай вулакан ача» тата «Чи нумай вулакан педагог» конкурса пĕтĕмлетесси ырă йăлана кĕнĕ. Тупăшун тĕп тĕллевĕ – ачасене кĕнекепе туслаштарасси, паллă çыравçăсен кĕнекисене халăх хушшинче сарасси. Кĕнеке нумай вулакансене тупса палăртас тĕллевпе активистсемпе пĕрле формулярсене тишкертĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ ушкăна уйăрнă май çапларах кăтартусем турăмăр: 7-14 çулсенчисенчен 3-мĕш класри Милана Бобина, 15-17 çулсенчисенчен 10-мĕш класри Мария Петрова палăрчĕç. Вĕрентекенсенчен вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Зинаида Обручкова пек нумай вулакан тупăнмарĕ. Ольга Егоркина тирпейлÿçĕ те кĕнекен çывăх тусĕ.
Любовь АДЮКОВА,
педагог-библиотекарь.
Сăн ÿкерчĕкре: библиотекăра.