Ĕç параканăн, профсоюзсемпе власть органĕсен тĕп тĕллевĕ – производствăра ĕç сыхлавĕпе ĕç условийĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва çирĕплетесси тата çын пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси.
Производствăри хăрушлăха сирсе ярассине, çапла майпа çынсене тухăçлă, тăрăшса ĕçлеме тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем туса парассине тата вĕсен сывлăхне тĕрĕслессине чи малти вырăна хуракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумаях пулмасть медицина ĕçченĕсен вырăна тухса çÿрекен ушкăнĕ пулнă. Кавалти ФАП çуртĕнче çак кун хуçалăхра тăрăшакан мĕн пур ĕçчен хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.
Сăмах май, «Комбайн» хуçалăхра çак йĕрке йăлана кĕрсе пырать. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче те районти тĕп больницăри тухтăрсемпе медицина сестрисем вырăна тухса кооператив членĕсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕччĕ. Çакă меллĕ те, Елчĕке кайса тухтăр патне кĕме черет кĕтсе ларасси çук, вăхăт та самай перекетленет.
/Хамăр корр./.
Сăн ÿкерчĕкре: «Комбайн» хуçалăхра медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ самант