Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турă çул кăтартса пынипе

Турă çул кăтартса пынипе

Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнă ятпа тăракан чиркÿ ял варринче аякранах илемлĕн те мăнаçлăн курăнса ларать. Ылтăн тĕслĕ куполсем çынсене таçтанах хăйсем патне чĕнеççĕ.

Çак капмар та пысăк чиркÿре Силуан /Козлов/ иероманах вăй хурать. Вăл 1979 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, православи тĕнĕн пысăк уявĕнче – Пукрав кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкренех Сергей амăшĕпе, Антонина Ивановнăпа, пĕрле ялти чиркĕве çÿренĕ. Энтепе ялĕнчи чиркÿ настоятелĕн Валерий аттен пиллĕхĕпе çамрăк каччă 1996 çулта Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн шăпа ăна Улатăр хулинчи Свято-Троицки ячĕллĕ арçынсен мăнастирне илсе çитернĕ.

Мăнастир çурчĕсем кивелсе ванса, çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Кунта манахсем, послушниксем кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Сергей те вĕсемпе пĕрле тăрăшнă. Ялта ÿснĕскер йывăрлăхран хăраман, анчах унпа пĕр тантăшсем çукки тата вырăссем хушшинче пĕччен пулни ăна канăçсăрлантарнă. Çавăнпа вăл пăрахса кайма та шухăшланă. Пĕррехинче, Валерий атте мăнастире пырсан, каччă хăйĕн вăрттăн шухăшне ăна пĕлтернĕ. «Суха пуçне тытакан каялла çавăрăнса пăхмасть. Хăйĕн сăмахне тытайман çын Çÿлти Патшалăха тивĕçлĕ мар. Мĕнле йывăр пулсан та пăрахса кайса усалсене савăнтармалла мар», – тесе вĕрентнĕ çамрăка Валерий атте. Çав кунтан пуçласа послушник пуçĕнчен йывăр шухăшсем хăйсем тĕллĕнех сирĕлнĕ. Çакăн пек çирĕп ăслă наставник тĕлне пулнăшăн Силуан атте чун-чĕререн Турра тав тăвать. Пурнăçри йывăр вăхăтсенче Валерий атте çамрăк манаха яланах пулăшса пырать. Турă нумай-нумай çул хушши ăна чир-чĕрсĕр пурăнма сывлăх патăр.

1997 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕ Сергей Козлов асĕнче ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă. Çак кун ăна Преподобный Силуан Афонский ячĕпе манаха кăларнă. Çав çулах Шупашкар тата Чăваш архиепископĕ Варнава пиллĕхĕпе чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл иеродиакон пулса тăнă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан Шупашкар хулинчи Свято-Троицки ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕнче, Çĕмĕрле хулинчи Преподобный Серафим Саровский ячĕллĕ чиркÿре служит тунă. 2009 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче иеродиакон Силуана Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн Пуçлăхĕ митрополит Варнава иероманах пулмашкăн алă хунă, нарăсăн 23-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿ настоятелĕ пулма пил панă. Силуан атте – 4-мĕш округри çамрăксемпе ĕçлекен тата миссионерла /чиркÿсене пулăшу паракансен енĕпе/ ĕçсен уйрăмĕн благочиннăйăн пулăшаканĕ, Канаш епархи Совечĕн членĕ.

Силуан аттемĕр Лаш Таяпа прихутне ертсе пыма пуçланăранпа çак кунсенче 10 çул çитет. Çак вăхăтра вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тÿрĕ кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе палăрчĕ, çынсен юратăвне, хисепне тивĕçрĕ. Вăл ваттине те, çамрăкне те сума сăвать, вĕсемпе ăшпиллĕн калаçать.

Уяв кунĕсенче Турă çуртне çынсем йышлăн пухăнаççĕ. Силуан атте кĕлĕсене пĕлсе, ăнланмалла ирттерет. Кашни кĕлĕ хыççăнах тарăн шухăшлă, пурин чун-чĕрине те вырнаçмалла сăмахсемпе вĕрентсе калать. Чиркĕве хамăр прихутри ĕненекенсем çеç мар, ытти тăрăхран та, инçетри районсенчен те килеççĕ. Кашнин хăйĕн хуйхи, хăйĕн савăнăçĕ. Пурне те ăнланма тăрăшать пачăшкă, пуринпе те çывăх çынпа калаçнă пек калаçать. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать вăл: ача шыва кĕртмелле, çамрăксене венчете тăратмалла, вилнĕ çынна кĕл туса юлашки çула ăсатмалла, кил-çурта кĕлтуса тасатмалла тата ыт. те. Халăх ун еннелле туртăннине, ăна хисепленине, юратнине туятпăр. Çакна вăл ырă ĕçĕпе те, таса ăс-хакăлĕпе те, пуян чун-чĕрипе те çĕнсе илнĕ. Ăна ырăпа çеç асăнаççĕ, юратса, хисеплесе «пирĕн пачăшкă» тесе чĕнеççĕ.

Настоятель чиркÿри кашни ĕçе тирпейлĕ тата чун ăшшипе пурнăçлать. Хуçа мĕнлерех çын пулнине картишне пырса кĕрсенех ăнланса илме пулать теççĕ. Апла пулсан кунта хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан ертÿçĕ ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ Силуан атте ырми-канми тăрăшнипе пысăк та илемлĕ Турă çурчĕ çĕкленсе ларчĕ. Миçе çĕр куç хупмасăр ирттермен-ши Туррăн чи сăваплă вырăнĕсенчен пĕрне туса пĕтерессишĕн. Çылăхсенчен чунтан ÿкĕнсе, вĕсене каçарттармалли çурта тума пулăшакансене пурне те Çÿлти Турă пулăшса пырасса шанса тăрать вăл.

Çамрăк священник кĕске вăхăтрах прихутри ялсен ĕç-хĕлне çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Вăл тăрăшнипе Яманчÿрел, Лаш Таяпари сунар йыттисем ĕрчетекен ферма территорийĕнче часавайсем çĕкленсе ларчĕç. Мăнкун уявĕсенче ĕненекенсем турăшсем йăтса ялсенче Хĕреслĕ çулçÿреве тухаççĕ. Кашни çулах Иисус Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун çынсене кĕлтуса тасатнă шывра Туррăн хăвачĕпе тасалса тухма май туса парать. Ял халăхĕ ыйтнипе священник ĕненекенсемпе пĕрле турăшсемпе килĕрен çÿресе кĕлтуса тасатнă шывпа хĕреслĕ сирпĕтсе пÿртсене, хуçалăх çурчĕсене, выльăх-чĕрлĕхе, пусăсене тасатать. Ку та ял çыннисемшĕн хăйне евĕр праçник. Силуан атте тăрăшнипе чиркĕве час-часах аякри мăнастирсенчен тĕрлĕ святойсен çĕрмен ÿчĕсен пайĕсене илсе килеççĕ. Святойсене кĕлтуса пуççапма халăх нумай пуçтарăнать. Вăл тăрăшнипех прихутри ялсен масарĕсем çинче те тирпейлĕх хуçаланать. Час-часах ăна ял халăхĕ хушшинче курма пулать. Вăл ялсенче иртекен уявсене те, пухусене те май килнĕ таран хутшăнма тăрăшать. Ялсенче пулса иртекен тĕрлĕрен уявсемпе спорт вăййисене, ытти ĕçсене те Силуан атте кĕлтуса пехиллемесĕр пуçламаççĕ. Çакăн пек ĕçсем вара халăха пĕрлештереççĕ. Чылайăшĕ унран пил илмесĕр инçе çула тухмасть. Шкулта та, ача садĕнче те, ваттисен çуртĕнче те Силуан атте кĕтнĕ хăна. Настоятель тăрăшнипе йĕркелесе янă чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕ чылай çул ăнăçлă ĕçлет. Унта çÿрекен ачасем тĕрлĕрен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Турă çуртĕнче пысăк библиотека пур. Унта Силуан атте нумай çул хушши пухнă тĕн литератури упранать. Кунти кĕнекесене кăсăкланакансем пурте илсе вулама пултараççĕ. Кивĕ шкул çуртĕнче музей вырнаçнă. Музей пире тĕн йăли-йĕркин аваллăхĕпе паллаштарать.

Çакăн пек аслă та яваплă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса пурнăçласа пынăшăн Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятельне Силуан /Козлов/ иероманах вырăс православи чиркĕвĕн Мускаври Даниил çветтуй кнеç медальне, вырăс православи чиркĕвĕн асапланса вилнĕ çветтуй Авраамия Болгарскин 3-мĕш степеньлĕ медальне, вырăс православи чиркĕвĕн Преподобный Серафим Саровскин 3-мĕш степеньлĕ орденне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Йывăр, çав вăхăтрах пархатарлă ĕçре Силуан аттене малашне те Турă пулăшса пырасса шанатпăр.

Л.ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Лаш Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code