Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Альбина Егорова – ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ

Альбина Егорова – ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 27-мĕш сессийĕн кăнтăрлачченхи пайĕ йĕркелÿ ыйтăвĕсем тавра пулнă. Спикерăн виçĕ уйăх пушă пулнă пуканĕ тинех хуçине тупнă.

Спикер должноçне йышăнма тăватă кандидатура сĕннĕ – кашни фракцирен пĕрер. Альбина Егорова кандидатурине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче ырланă – çак форума хутшăннă 105 çынран 99-шĕ уншăн сасăланă. Çапла вара Альбина Егорова тулли праваллă спикер пулса тăнă.

Е.Егорова должность улăштарнă май парламентра харăсах тата икĕ должность пушаннă – вице-спикерăн, Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн. Комитета «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ Юрий Кислов ертсе пырĕ, ăна çавăн пекех вице-спикер должноçне сĕннĕ – парламентарисем çакăншăн пĕр шухăшлă пулса сасăланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code