Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕх хисепре

Ырă тĕслĕх хисепре

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Унта райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров, РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин, районти полици пайĕн асăннă ял тăрăхĕн участокĕшĕн яваплă уполномоченнăйĕ Петр Еремеев, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн тухтăрĕ Ирина Макарова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Пухура ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. 7 яла пĕрлештерсе тăракан Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче 1063 хуçалăх шутра тăрать, 310-шĕнче çуллахи вăхăтра дача вырăнне усă кураççĕ е вуçех те пурăнмаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕнче пурĕ 2398 çын шутра тăнине, вăл шутран 1736-шĕ яланлăх пурăннине шута илнĕ.

Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассинче тата унăн ыйтăвĕсене вăхăтлă татса парассинче ял тăрăхĕсен администрацийĕн ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Паянхи кун кунта 4 ĕçчен /ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, унăн çумĕ, 2 специалист/ тата çарпа учет енĕпе ĕçлекен 1 специалист тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 7025600 тенкĕпе /палăртнин 100,5 проценчĕ/, тăкаксен пайĕ 6476000 тенкĕпе танлашнă. Малалла Леонид Анатольевич укçа-тенке мĕнле тĕллевсемпе расхутлани, ял тăрăхĕнче пурнăçланă пысăк ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ /асăннă отчетăн тулли вариантне ял тăрăхĕн сайтне вырнаçтарĕç/.

Ял тăрăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă пысăк ĕçсенчен пĕри – Тĕмер ялĕнче 445000 тенкĕлĕх ача-пăча вылямалли комплекс хута яни. Республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă укçа-тенкĕсĕр пуçне кунта халăхăн 180 000 тенкине расхутланă. Ялта çуралса ÿснĕ Юрий Алексеевич Аверкин вара 150000 тенкĕ парса пулăшнă. 2018 çулта ял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенчи урамсене хытă сийлĕ çул-йĕре юсама пурĕ 1103900 тенкĕ расхутланă. Маларах палăртнă программăпа Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи Вĕрентекен, Çăлкуç урамсенчи çулсене юсанă /пурĕ 620 метр/. Тĕмерти Пусă тăкăрлăкĕнчи çул-йĕре /140 метр/ юсас ĕçре вара халăх хăй пуçарулăхпа палăрнă.

– Маларах Çирĕклĕ Шăхаль ялĕн халăхне масар таврашĕнчи картасем кивелсе тайăлнăран кунта выльăх-чĕрлĕх çÿрени пăшăрхантаратчĕ. Пурте пĕрле кар тăрса масар йĕри-тавра çĕнĕ карта тытма май килчĕ иртнĕ çул. Николай Петровăн çемйи 50 пин тенкĕлĕх сетка тата юпасем илсе парса пулăшу кÿчĕ ку ĕçре. Николай Чернов вара ял варринчи çăл патне анакан картлашкана тĕпрен юсарĕ. Пысăк тав сăмахĕ калатпăр вĕсене пархатарлă ĕçшĕн, – палăртрĕ Леонид Анатольевич.

Малалла пухăва хутшăннисем йăлари хытă каяш çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркеленипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Халăха вирлĕн калаçтаракан çивĕч темăпа çыхăннă ыйтусем йышлă пулчĕç.

– Йăлари хытă каяшсене турттарса вырнаçтарассипе çыхăннă саккун иртнĕ çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Вырăнлă та вăхăтлă пулчĕ вăл.

Маларахри çулсенче саккунсăр майпа йĕркеленекен свалкăсем тупăнсах пыратчĕç пулсан, ку енĕпе малашне йĕрке пуласса шансах тăратпăр. Иртнĕ çул анчах 6 çÿп-çап купине тасатма тиврĕ. Халĕ вара пирĕн тĕп тĕллев – ял тăрăхĕнчи кашни ялтах хытă каяшсене вăхăтлăх вырнаçтармалли площадкăсем вырнаçтарасси, – терĕ Л.Кошкин.

Халăха каяшсене турттарассипе çыхăннă укçа-тенке хывнă чух тивекен комисси тÿлевĕ пысăкки кăмăлсăрлантарать. Каяшсене виçине тĕпе хурса пухассине ĕçе кĕртме, ял çыннин нормативне чакармалли пирки калаççĕ кашни пухурах. Ыйтусене хальхи вăхăтра Правительство шайĕнчех тишкереççĕ, вĕсене халăх майлă татса парасса шанса тăратпăр. Халăх хушшинче час-час пулнă май ытларах çак ыйтусене хускатнине асăрхатăн. Сăмахран, гражданинăн ялта икĕ çурт шутланать /пĕри пушă ларать/. Регион операторĕ хытă каяша турттарнăшăн тивекен тÿлев квитанцине 2 адреспа ярса панă. Ку чухне мĕн тумалла; Хуравĕ ансат. Лару-тăрăва уçăмлатса ял тăрăхĕнчен справка илмелле, ăна регион операторĕ патне çитермелле. Тепĕр ыйту: хытă каяш турттарса кайнăшăн эпир ноябрь уйăхĕнче тÿлерĕмĕр, апла пулин те декабрь уйăхĕнче çав уйăхшăн тÿлеме иккĕмĕш хут квитанци килчĕ. Кун пек чухне мĕн тумалла; Ку бухгалтери тимсĕрлĕхĕпе пулнă йăнăш пулма пултарать. Çапах та пăшăрханма кирлĕ мар, ытлашши куçарнă укçа-тенкĕ çухалмасть, вăл тепĕр отчетра пулатех. Çын хулари хваттерĕнче пропискăра тăрать, ялта пурăнать. Тÿлев квитанцийĕ икĕ çĕре килет. Ку чухне хулари управляющи компанирен хваттертен хытă каяш кăларманнине çирĕплетме справка илмелле, хваттерте пурăнманнине ĕнентерме акт çине кÿршĕсене алă пустармалла, çав документсене регион операторĕ патне çитермелле. Ку енĕпе сиксе тухакан тĕрлĕ ыйтăва «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалистне Татьяна Адюковăна пама пулать. Офис Елчĕкри «Арбат» суту-илÿ çурчĕн 3-мĕш хутĕнче вырнаçнă.

Николай Петров районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Полици, ветеринари, пушар хурал службисен ĕçченĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен енĕпе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕç. Александр Сайкин Леонид Кошкина ял тăрăхĕнче муниципалитет пушар хуралне тивĕçлĕ йĕркеленĕшĕн тав турĕ. Кунта пушар сÿнтермелли 1 автомашина тата 2 мотопомпа пур. Виçĕ водитель графикпа килĕшÿллĕн талăкĕпех дежурствăра тăраççĕ. Вĕсенчен пĕрне укçа-тенкĕ тÿлемешкĕн тата çунтармалли-сĕрмелли материал, саппас пайсем туянма кашни килтен укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Тепĕр икĕ водителе «Эмметево» тата «АСК-Яльчики» агрофирма» шалупа тивĕçтереççĕ.

Ырă тĕслĕх кăтартакансем – хисепре. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан Николай Петров çемйине Хисеп хучĕпе сумларĕ. Республика шайĕнчи «Уйрăм пурăнмалли çуртăн кил çумĕнчи çĕр лаптăкне симĕслетесси тата тирпей-илем кÿресси» конкурса активлă хутшăнакан Галинăпа Николай Черновсен çемйи те Тав хутне тивĕçрĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code