Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 24-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцие республикăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетни тата умри тĕллевсене палăртни тесе хаклама пулать.

2 сехет те 26 минута тăсăлнă тĕл пулура виçĕ теçеткене яхăн журналист хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă, хăшĕсем икшер ыйту панине шута илсен Михаил Игнатьев тăватă теçеткене яхăн ыйтăва хуравланă — регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчен тытăнса Михаил Васильевичăн сывлăхĕ таранах.

Ĕç укçи тивĕçтермест

Чи малтанах Михаил Игнатьев кăçалхи бюджета мĕнле пурнăçлани пирки пĕлтернĕ. Республикăра халăхăн чăн тупăшĕсен кăçалхи шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 104,5 процент хушăннă. Хаксен ỹсĕмĕ 101 процент шайĕнче. Ĕç укçи 7,6 процент ỹснĕ — кăçал уйăхри вăтам ĕç укçи 24580 тенке çитĕ. Шалăвăн хальхи шайĕ тивĕçтерменнине Михаил Васильевич хăй те йышăнать. Анчах вăл ỹстерес тенипе кăна пысăкланмасть. «Чи малтанах ĕç тухăçлăхне ỹстермелле, çапла майпа кăна ĕç укçине хăпартма пултарăпăр», — тенĕ вăл.

Çăмăллăхсем, çулсем…

Пилĕк çул Чăваш Енре ача çуратасси ỹссе пынă, кăçал вара чакать. «Никам та укçашăн кăна ача çуратмасть. Анчах ача пурри çемьене чухăна ан кăлартăр — пирĕн çак тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла», — палăртнă Михаил Игнатьев. Çулсем пирки те калаçу пулнă. Республика 36 регион шутĕнче федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» программине хутшăнма пултарнине Республика Пуçлăхĕ ăнăçу тесе хакланă. Çак программа — темиçе çуллăх.

Çĕнĕ проектсем — аталану валли

Ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕ пирки каланă май Михаил Игнатьев çĕр улмин хакĕ кăçал хресченшĕн аваннине çирĕплетнĕ, анчах тĕш тырă хакĕ чакнине палăртнă. Çак отрасльте çĕнĕ проектсем пурри савăнтарать. Хăмла шăпи те, «Таса шыв» программа та пăшăрхантарать.

Пирĕн — патшалăхăн икĕ чĕлхи

Шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес тĕлĕшпе ыйтусем çуралнине кура ЧР Пуçлăхĕ ку темăран та пăрăнса иртмен. Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи — кун пирки иккĕленỹ пулма пултараймасть. Икĕ чĕлхе пирки те тимлĕ пулмалла. Чĕлхесене шкулта вĕрентесси вара ашшĕ-амăшĕнчен килет. Михаил Васильевич чăвашла калаçакансем ытларах пурăнакан вырăнсенче вĕсем ачасене чăвашла вĕрентессине суйласа илессе шанать.

Чи кирли — сывлăх

Медицина учрежденийĕсене пĕрлештерес тĕлĕшпе шухăш-кăмăл çирĕппи куç кĕрет. Оптимизаци тени вăл е ку больницăна пĕтерессине пĕлтермест — медицина учрежденийĕсем вырăнтах юлаççĕ, ку медпулăшу пахалăхне те пырса тивмелле мар. Пуçлăхсен шучĕ чакать — çавă çеç. Перекетленекен укçа вара медицинăн ытти нуши валли кайĕ. Пресс-конференцире Михаил Васильевича тỹрремĕнех хăйне пырса тивекен ыйтусем те янăранă. «Мана вара тỹрĕ кăмăллă пулма воспитани парса çитĕнтернĕ. Эпĕ çак тарана çитсе никама та улталаман, куç умĕнче — апла, çурăм хыçĕнче тепĕр майлă калаçасси маншăн йăлара мар», — палăртнă Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл сывă пурнăç йăли-йĕркипе туслă пулнине, Правительство членĕсемпе кашни эрнере икĕ хут тренировкăсем ирттернине, Владимир Путин Президент хыççăн хăй те вăтăр çултан коньки тăхăннине палăртса журналистсен командине хăйсемпе хоккейла выляса тупăшма чĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code