Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вут-çулăм витĕр…

Вут-çулăм витĕр…

Этемлĕхĕн черченке пайĕ обществăн пур сферинче те пуçарулăх кăтартать. Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар теççĕ пулин те, унăн тути-масине астивсе курнисем те çук мар. Афган вăрçин авăрне лекнĕ хĕрсем медсестра, повар, телефонистка, радистка ĕçĕсене пурнăçланă.

1979 çул вĕçĕнче — 1980 çул пуçламăшĕнче служба питĕ хĕн килнĕ. Аманнă салтаксем валли госпитальте вĕри апат хатĕрлемелле — электричество вара çук. Çар кухнисемпе пĕçерес — вут-шанкă тупма çук. Ĕçмелли шыв енĕпе те питĕ йывăр пулнă. Инçетрен кỹрни яланах вăхăтра çитмессе те пултарнă. Асăннă условисенче ĕçлени пысăк паттăрлăх пирки калать. Шăпах çакнашкал лару-тăрура иртнĕ Рая Лисицына поварăн служби.

Вăл Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 1958 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ пĕçерекен çаврака ыраш çăкăрĕ мĕн пĕчĕкрен тыткăнланă ăна. Темле асамлă вăй пур пек туйăннă кăмакаран кăларнă çăкăрта. Амăшĕн çулне çавăнпах суйланă ĕнтĕ хĕр. Рая малтан Елчĕк райповĕн пекарнинче ĕçленĕ, кайран Шупашкарти кулинари училищинче вĕренсе ăсталăх илнĕ.

Афганистана лексен хĕр çăкăр апат-çимĕç вырăнĕнче анчах мар, стратеги хĕç-пăшалĕ вырăнĕнче пулнине те ăнланса илет. Шиндандри 94131-мĕш çар чаçĕнче хĕсметленнĕскер, Афганистанри çут çанталăка час-час аса илет Раиса Феоктистовна:

— Шинданд мар, вилĕм айлăмĕ тесе калатчĕç эпир тăракан вырăна. Йĕри-тавра пуш хир, хăйăр. Тĕве курăкĕсĕр пуçне урăх нимĕнле ỹсен-тăран та курăнмасть. Кашни кунах кăнтăрлахи апат хыççăн хăйăр тăманĕ — «афганец» — хупласа илет. Пирĕн патăмăрти хĕллехи тăманран юр вырăнне хăйăр пулнипе анчах уйрăлса тăрать вăл, кашни хушăка кĕрсе тухать.

Хăйĕн профессине чунтан парăннă повар Шупашкарти пĕр больницăра поварта тăрăшнă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code