Кĕçех шкул ачисен çуллахи вăрăм кану кунĕсем пуçланаççĕ.
Округра ачасен канăвне туллин йĕркелес, вĕсене канăва ытларах явăçтарас тĕлĕшпе çулсерен сахал мар ĕç пурнăçланать. Кăçал çак тĕллевпе муниципалитет бюджетĕнчен 1861,7 пин тенкĕ уйăрнă. Ачасен канăвне йĕркелес, ỹт-пĕвне тĕреклетес шутпа сакăр шкул çумĕнче те лагерьсем ĕçлеме пуçлĕç. Вĕсене 521 вĕренекен виçĕ эрне çỹрĕ. Ачасене хаваслă канма, сывлăхне çирĕплетме, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма тĕрлĕ мероприятисен программине туса хатĕрленĕ. Çавăн пекех икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Пĕр кунхи апат хакĕ 137 тенкĕпе танлашать.
Унсăр пуçне 51 ача хăйсен сывлăхне хула çумĕнчи кану учрежденийĕсенче çирĕплетĕ, вăл шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем, çула çитменнисен комиссийĕнче учетра тăракансем. Çавăн пекех йывăр лару-тăрура, йышлă ача-пăчаллă çемьере çитĕнекен ачасене те яланхиллех тимлĕх уйăрма палăртнă. 257 вĕренекеншĕн çу кунĕсем уйрăмах асра юласси иккĕлентермест.
Çуллахи каникулта ачасен канăвне йĕркелессипе, ĕçпе тивĕçтерессипе, санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăнассипе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене ятарлă комисси ларăвĕнче пăхса тухнă. Унăн ĕçне шкулсен ертỹçисемпе лагерьсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Лариса ВЕКОВА,
округри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн педагогĕ.

