Çак çырăва мĕнле пуçламаллине те пĕлместĕп. Чун ыратнипе çырас, терĕм. Вăл ыйту мана çеç мар, нумай çынна шутлаттарать тата калаçтарать. Вăт, мĕншĕн пурне те ача укçине тỹлемеççĕ? Мĕншĕн ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн тупăшне пăхмалла? Çемьере ача çитĕнет пулсан уншăн тỹлемелле тесе шутлатăп.
Усрава илнĕ ачасенех ашшĕ-амăшĕ (е опекун) пур çĕртех хваттер те параççĕ, уйăхсерен пособийĕ те килсех тăрать. Ăнланатăп, чăнах та ашшĕ-амăшĕ пулмасан. Сыввисене пепкишĕн алимент тỹлеттермелле. Эпир вара ачасем валли кредитсăр хваттер те илейместпĕр. Ăна тỹлесе татма миçе çул ĕçлесе тар тăкмалла-ха, пенсине тухсан та.
«Сахал тупăшлисем» теççĕ тата. Укçине мĕнле çынсене параççĕ? Ашшĕ-амăшĕ ĕçлет, 2-3 машина, трактор тытаççĕ хăйсем. Пĕчĕк тупăшпа илейĕн-и кусене? Е документпа ĕçлемеççĕ-и?
Çỹп-çапшăн укçине пуринчен те илеççĕ. Ачасене тỹлеврен мĕншĕн пăрса хăвармалла? «Телейлĕ ачалăх» тенипе ниепле те килĕшсе тăмасть ку.
Редакцирен: автор ятне кăтартман, çапах та унăн шухăшĕн тĕшши пур. Уйрăмах сахал тупăшлисем пирки.

