
Кунĕпех пахчара ĕçлесе ывăннă Акулина аппа çуллахи душ айĕнче çăвăнкаларĕ те каçхи автобуса ĕлкĕрес тесе япалисене пуçтарма пуçларĕ.
— Аппа, апатланмасăрах ан пуçтарăн-ха, — пырса ыталарĕ Алевтина йăмăкĕ.
Вăл, Акулинăпа пĕрле кунĕпех пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскер, пỹрт çумĕнчи ансăр сак çине ларчĕ.
— Ывăнтăм эпĕ те, — пырса вырнаçрĕ ун çумне аппăшĕ. — Тем пекех вĕри чей ĕçес килет. Кунĕпе вĕретмен лĕп шыва лĕрккесе ăш-чик те кỹпсе кайрĕ.
— Газ пĕтнĕ тет вĕт кин. Вĕри апат та пулмарĕ ĕнтĕ сана валли.
Акулина çум курăкран тасалнă пахча çине савăккăн пăхса илчĕ.
— Алевтина, сăнаса пăхса ларатăп та, мĕнле тарăннăн сывлать çум курăкран тасалнă пахча. Тав тунăн чĕлтĕртетеççĕ пахча çимĕçĕн парка çулçисем. Хамăр лартса ỹстернĕ улмуççисем те пуç таяççĕ пире. Ăнса, тухăçлă пулмалла кăçал пахча çимĕçĕ, — сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ вăл. «Чейне кипятильникпе те вĕретме пулнă-ха. Апатне те хатĕрлеме ан ỹркен. Çулла-çке. Лаçра тăракан такан çине пĕчĕк хуран çакса урамра турпас чĕртсе те пĕçерме пулать-çке. Çук, иртеймест çав йăмăкăм кинĕнчен», — шутларĕ хĕрарăм.
Алевтина аппăшĕн шухăшне ăнланать тейĕн.
— Кипятильник те таçта мура çĕтнĕ, пăлтăртах çакăнса тăратчĕ. Лаçра таканĕ тăрать — пĕчĕк хуранĕ çухалнă. Калăн, юри тунă, — пăшăрханса калаçрĕ вăл.
Акулина тем каласшăн çăварне уçнăччĕ кăна — калиткере Алевтинăн кинĕ курăнчĕ. Вăл лутакаскер, куçĕсем хĕсĕкрех, темле сиввĕн пăхаççĕ. Ача çуратнă хыççăн катка пекех сарăлса кайнă. Килти пĕтĕм ĕçе хунямăшĕ çине тиенипе, ирхине тăхăр сехетчен ыйха çапнипе ỹчĕ кунсерен хушăнса пырать ахăр.
Кĕске йĕм, çара хырăмне аран-аран хуплакан майка евĕрлĕ кофта тăхăннă кинĕ чисти вутă çурмалли сỹсленнĕ пукана аса илтерет. «Эх, çирĕ Алюш пуçне çак. Йăрăс пỹллĕ, илемлĕ, ăслă арçын çак хĕрарăмшăн çуралнă иккен. Кăмăлĕ ниме юрăхсăр-çке», — чунне ыраттарчĕ хĕрарăм.
— Кинĕм, кỹрше кайса пĕр çур чейник шыв вĕретсе килеймĕн-ши? Аппана инçе çула выç варлах кăларса ярас марччĕ, — шăппăн, йăлăннă пек пăхса сăмах хушрĕ Алевтина. — Кипятильник таçта кайса кĕнĕ.
— Çунса кайнă вăл. Чейшĕнех çынна йăлăнса çỹрессĕм çук. Мĕншĕн выç варла? Пахчара хăяр çук-и, сухан ỹсмен-и? — икĕ сарăхнă хăярпа виçĕ пуç сухан пырса хучĕ кинĕ сак çине.
— Ак тата тăварланă пулă пур, — пулă пуçĕпе хỹри выртакан турилккене пырса лартрĕ вăл. — Пăянам, килте çăкăр пĕтнĕ пулас. Эпĕ те лавккана кĕме маннă.
— Ан чăрманăр маншăн. Автобус хулана икĕ сехет ытларан çитет. Ну, хускалас, автобусран юлăп тата.
— Аппа, ак кăштах укроп илсе кай-ха, — печĕк çыхă пырса хучĕ Акулина сумкине йăмăкĕ.
— Кирлĕ марччĕ, йăмăкăм, — пырне капланнă чăмаккана аран-аран çăтса ячĕ аппăшĕ. — Алюша салам кала. Сайрарах пырса çỹрет вăл халь пирĕн пата. Хам ача пекех пăхрăм темелле те. Пилĕк çул пурăнчĕ вĕт пирĕн патра университетра вĕреннĕ чух. Пилĕк çул пилĕк кун пек иртсе кайрĕ. Халь ав пысăк çын. Начальник.
Кинĕ урăх шарламарĕ, «чипер кайăр, килсе çỹрĕр» текен сăмах пулмарĕ, кăвакал пек енчен енне тайкаланса пỹрте кĕрсе кайрĕ.
Акулина пысăк пушă сумкине çĕклерĕ те калиткене уçрĕ. Шăпăр-шăпăр юхакан куççульне ал тупанĕпе шăлчĕ те йăмăкне ыталарĕ:
— Ăсатма ан пыр. Чуна йывăр пулать. Халь ман йывăр сумка сĕтĕрмелле мар. Кунта килнĕ чух йывăр çĕклесе пилĕк хускалчĕ. Ну, йăмăкăм, ытла кансĕр пулсан хамăр пата пыр. Пĕр кĕтес тупăнĕ. Ав, ман автобус та килсе чарăнчĕ. Сывă пул, атте кил-çурчĕ — ачалăхăм, çамрăклăхăм юрласа иртнĕ кĕтес. Малашне Çимĕкре масар çине çеç килсе çỹремелле пулать пуль. Пĕр-пĕр машина е такси тытса килĕп.
Автобус чарăнăвне çитеспе çумăр пĕрĕхкелеме пуçларĕ. Унтан пăр аслатисĕр-мĕнсĕр витререн тăкнă пек чашлаттарчĕ. Хальччен вăтăр градусран иртекен шăрăхпа ăшаланса асапланнă çĕр ассăн сывласа илчĕ те Турă панă сĕткене антăхса çăтма пуçларĕ. Халăх туххăмрах автобус ăшне тарса пытанчĕ. Акулина та хăйĕн вырăнне йышăнчĕ.
Акулина шухăша путрĕ. Килĕшỹллĕ, туслă, йышлă çемьере ỹссе çитĕнчĕç вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ ял çинче ятлă-сумлă çынсемччĕ. Çичĕ ачине пĕр тан, уйăрмасăр пăхатчĕç. Акулинăпа Алевтина амăшĕ ытти пилĕк ачашăн тăван амăшĕ пулман. Упăшки вăрçăра пуçне хурсан вăл кунта иккĕмĕш хут качча пынă. Пĕрремĕш упăшкинчен ача-пăча юлман. Якурăн малтанхи арăмĕ те йывăр чирленĕ хыççăн çĕкленеймен — пилĕк ачине тăлăха хăварса пурнăçран уйрăлнă.
Марье аппа тăлăхсемшĕн питĕ тимлетчĕ. Лешсем те ăна тăван амăшне юратнă пекех юрататчĕç. Пĕчĕк чухне Акулинăпа Алевтина виçĕ аппăшĕпе икĕ пиччĕшĕ урăх аннерен çуралнине пĕлмен те. Паян кунччен питĕ туслă вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ панă пиле ăша хывса пурăнаççĕ. «Пĕр-пĕрне ан пăрахăр. Эсир аван пулсан — пире те тепĕр тĕнчере канлĕ пулĕ», — терĕ амăшĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупас умĕн. Çичĕ ачи те амăшĕ умне чĕркуçленнĕччĕ ун чухне. Ашшĕ икĕ çул маларах пурнăçран уйрăлса кайнăччĕ.
Ачисем пурнăçра пурте хăйсен вырăнне тупрĕç. Тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ пулин те пĕр-пĕринпе тăванла çыхăнăва татмаççĕ. Акулина та кỹршĕ ял ачипе пĕрлешсе Шупашкарта тĕпленчĕ. Упăшки те, хăй те — сумлă çынсем. Икĕ ача çуратса ỹстерчĕç, аслă пĕлỹ пачĕç. Кам кăна çук пуль вĕсен ăратĕнче? Аппăш-пиччĕшсен ывăл-хĕрĕ те сумлă профессие алла илнĕ.
Алевтинăн кăна шăпи йывăртарах пулчĕ. Институт пĕтерсе ют чĕлхе вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕччĕ вăл. Белоруссие янăччĕ ăна. Унтах çемье çавăрчĕ. Анчах та ачине çуратсан йывăр чирлерĕ. Упăшкин тимлĕхĕ нумая пымарĕ. Хунямăшĕ те чашкăрса анчах çỹреме пуçларĕ. Алюш иккĕре чухне ашшĕ-амăшĕн килне таврăнчĕ Алевтина…
Акулина килне çитсе хывăннăччĕ кăна, телефон шăнкăртатрĕ.
— Аппа, кунта ман кин асар-писер тăман тустарать. Укропа мĕншĕн çавăн чухлĕ парса ятăн тет.
— Эх, тĕнче! — макăрса ячĕ Акулина. — Кун пеккине пуçласа илтетĕп. Ура айĕнче çум курăк пек ỹсекен укроп та шел пулчĕ иккен.
…Кермен пек çурта пырса кĕчĕ Маша кинĕ. Пĕр тăвансем пухăнса-канашласа ашшĕ-амăшĕн çуртне тĕпрен юсанăччĕ.
— Хамăра килсе çỹреме кăмăллă пулĕ, — терĕ аслă пиччĕшĕ Микулай.
Алюш Машăна качча илесшĕн те марччĕ, пĕр тăвансем лешĕн çие юлнине пĕлсен çине тăчĕç. Ара, пурпĕрех пăрăнайман пулĕччĕ унран каччă. Епле çил-тăман кăларса пычĕ те вăл Алевтина патне.
— Тĕрмере çĕртетĕп ывăлăра! — тесе пĕтĕм урама янратрĕ.
— Çынна йĕртмелле мар. Ачу хăвăнтан пулсан авлан — çирĕппĕн каларĕ Алевтина та.
Пĕр çулранах тилхепе пушаннине туйса илчĕ кинĕ. Килте тĕп хуçа пулса тăчĕ. Алюшпа Алевтина сăмахĕ çук кунта. Упăшки сассине хăпартсанах прокурор патне каяссипе хăратать. Ара, лешĕ прокурора пулăшакан пулса тăрăшать-çке-ха.
Пĕр вăхăт пуçне усса ларнă хыççăн Акулина Алюш патне шăнкăравларĕ.
— Итлетĕп, аппа, — илтĕнчĕ лăпкă, кăмăллă сасă.
— Алюш, ачам, хальччен пирĕн тăвансен хушшинче киревсĕр лару-тăру пулман. Аннỹнтен капла мăшкăллатăр пулсан пур пĕр тăвана пуçтаратăп, çурта пысăк хакпах сутатпăр. Ун пек кермене район центрĕнче туххăмрах ярса илĕç, Алевтинăна хамăр пата илсе килетĕп. Ăна, чирлĕскере, пирĕн патра канлĕрех те пулĕ. Хăвах пĕлетĕн, эсĕ пирĕншĕн пĕчĕкрен хамăр ача пек пулнă, пĕрле пурăннă. Ун валли те пĕр кĕтес тупăнĕ. Аннỹн пенсийĕ çителĕклĕ. Тăкăсланмалли çук, — çапла каларĕ те Акулина телефон кĕпçине хучĕ.
Пĕр пилĕк минутран телефон каллех сас пачĕ. Алюш шăнкăравлать иккен.
— Аппа, çын çине шăв-шăв кăларас марччĕ. Эпĕ çемçешкерех пултăм пулас. Тилхепене хытармаллах пулать. Ачаш шăпчăк пек юрлакан хĕрте çăткăн кашкăр чунĕ амаланнă иккен. Хытараймасан — уйрăлатăп. Ачана шел, паллах.
— Эпĕ сирĕн пурнăçăра пăсас теместĕп, анчах та çемьере арçын сăмахĕ тĕпре пулмалла. Сирĕн çемйĕр телейлĕ пулсан пирĕншĕн те пысăк савăнăç. Алевтина мăнукне Сашука та питĕ юратать. Ну юрĕ. Эпĕ асăрхаттартăм.
Акулина укроп пирки сăмах хускатмарĕ, пакета илчĕ те çỹп-çап витрине кайса пăрахрĕ. «Ун пек сăмахлă япалана ăша ярас мар», — пăшăлтатрĕ типсе куштăрканă тути.
Валентина Тарават.

