Турхан Яккăвĕ Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турхан ялĕнче 1874 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕнче тата ытти çĕрте учительте ĕçленĕ.
Поэт пек вăл 1896 çулта палăрнă. Унăн çăлтăрĕ чăваш литературин тÿпинче М.Федоровăн «Арçури» классикăлла поэми хыççăнах курăннă. Вунă çулта темиçе теçетке сăвă хăварнă вăл. Çавна та палăртса хăвармалла кунта: шăллĕпе, Хĕветĕрпе пĕрле вĕсем пĕр вăхăт наци литературин пĕртен-пĕр хастар ĕçченĕсем пулса юлнă тесе калама та юрать. Ытти ятсем хăйсен «сăнне» 1900-мĕш çулсенче çеç тупнă.
Якку поэтики пурнăç çинчен шутланисемпе тулли, вăл çав вăхăтăн тĕрлĕ енĕсемпе хирĕç тăрăвĕсене ăнланса илме, çавна май пахалăх енĕпе пачах çĕнĕ чăваш литературине туса хума хăтланать. Ялти йăла-йĕркесене, чухăн çыннăн йывăр шăпине, çемьери лару-тăрăва, вырăс мар халăхсене хĕсĕрленине уçса пани, тăван халăх шăпи çинчен шухăшлани – унăн поэзийĕнчи яланхи темăсем. Унăн пултарулăхĕ пире илемлĕх мелĕсемпе жанр формисен пуянлăхĕпе, философилле тарăн, гуманистла идейисемпе илĕртет.
В.Родионов палăртнă тăрăх, Я.Турхан тĕнче курăмĕн никĕсĕнче пĕтĕмĕшле гуманистла шухăшсем тăраççĕ. Вĕсенче усала хурласа ырра çирĕплетесси патне чĕннине çăмăллăнах уйăрса илме пулать.
Якку наци литературинче «хĕрарăм теми» текеннин пуçаруçисенчен пĕри пулса тăнă. Ĕмĕр пуçламăшĕнчех вăл «Варуççи» поэма çырать. Халăхăн социаллă сийлĕхĕпе йăлара çирĕпленнĕ патриархаллăх поэмăн тĕп героинин çемьери хирĕç тăрăвĕн пуçламăшĕпе харпăр хăй трагедийĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Сюжет питĕ ансат пулсан та пирĕн умра – обществăлла йĕркен хĕскĕчĕнчи ăс-тăн хирĕç тăрăвне кăтартакан чи уçăмлă сăнар. Çакна ăнланни питĕ кирлĕ: тарăннăн ĕненекен çын пулнă май Якку Турхан трагедиллĕ сăнар суйласа илнĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ хĕр хăйне вĕлернин фактĕнче çеç мар, христиансен моралĕ тĕлĕшĕнчен çак утăм киревсĕр пулнине кăтартнинче те. Поэтăн хăйĕнпе хирĕçĕве кĕмелле пулман-и кунта? Шăпах çакăнта пулĕ ĕнтĕ хайлаври çапла эмоциллĕ вăй. Ăнсăртран мар Н.Никольский ку ĕçе поэтăн ытти тексчĕсемпе пĕрле чăваш поэзийĕн антологине кĕртнĕ, М.Сироткин литературовед «Нарспи» поэмăн тĕслĕхĕ тесе палăртнă. В.Родионов çакă чăваш çыру поэзийĕн Европа поэмипе чăвашсен сюжетлă юррине пĕрлештернипе пулса тăнă «литература пеичĕн» пĕтĕмлетнĕ жанрне çаврăннă оригиналлă жанрĕ тесе шутлать.
Çавăнпа пĕрлех Турхан Яккăвĕ чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философипе тĕн лирикин пуçаруçи пулса тăнă. Вăл тата ку тĕслĕхсенче те тĕнче вăрттăнлăхĕсене тĕпчес шалти туйăм илемлĕхĕпе сисĕмлĕх сăнарлăхĕпе килĕшсе тăрать. Кунта Анăç Европăпа вырăс философи тата литература элитисен интеллектуаллă шыравĕсемпе тÿрремĕнех танлаштарни вырăнсăр. Çавах та, А.Хусанкай палăртнă тăрăх, вырăс поэтика классики Турхан Яккăвĕн пултарулăхне аталантарма хĕтĕртекен, хистекен туртăну пулса тăнă.
Анчах та пирĕн шутпа Якку патне çакă халăх сăмахлăхĕ витĕр килнĕ. Вăл халăхăн юрăпа сăвă пултарулăхне активлă пуçтаракан пулнипе паллă. Шел пулин те, çак кăсăклăх ун патне хăçан çитнине тĕрĕс палăртма халь майсем çук, çавах та çакă сăвă çырма пуçласанах килнĕ ахăр. Акă, 1902 çулхи декабрьте вăл Н.Ашмарин патне Теччĕ уесĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пухнă 106 юрă, çав шутра ĕçкĕ, вăйă, хĕр юррисене ярса панă. Фольклор хайлавĕсем хушшинче Н.Ашмарин Якку «чăваш кĕввипе» хăй ăсталанă романссем те тупнă.
Тепĕр тесен А.Хусанкай сăмахĕсем те хăйне май тÿрре килеççĕ. Вырăс поэзийĕ Турхан Яккăвне хăйне майлă поэт пек аталанма пулăшни аван çăлкуç пулса тăнă, вăл этика хăйтĕллĕнлĕхĕн тыткăнне лекмен, ытти авторсен чи лайăх йĕркисемпе, формисемпе хастар усă курнă. Чăваш поэзийĕнче чи малтан В.Жуковскин, А.Пушкинăн, М.Лермонтовăн, Н.Некрасовăн тата ытти вырăс поэчĕсен Якку пери витĕр тухнă чăвашла куçарăвĕсем курăнма пуçлаççĕ. Анчах та çавсенчен чылайăшне куçару теме те йывăртарах. Хăйне евĕрлĕ пултарулăх майĕпе ăсталанă вĕсене. Авторсен тексчĕсемпе куçаруçă хăйне май «вылять», сăмахсене суйласа хăйĕнчен хушнипе оригиналпа танлаштарсан пачах урăх контекст йĕркеленет. Çапла «Шăпчăк» /«Соловей»/ куçарăвне вăл «Большое подражание Кольцову» тесе паллă тунă. Унта автор йĕркисене хăйĕннипе улăштарса пырать.
Якку Пушкинăн «Романссен» тĕслĕхĕпе куçарусенчи йĕркесене творчествăлла улăштарни паллă. «Революцичченхи чăваш литератури» /1984 ç./ сборникра «Романс» ятпа Турханăн хăй тĕллĕн çырнă икĕ сăвви пичетленнĕ. Вĕсене иккĕшне те 1899 çулта çырнă тесе паллă тунă. Текстсен шалти кĕвĕлĕхĕ çук мар. Шăпах çакă сăвăсен «Мĕншĕн эсĕ, çамрăк тăванăм…» тата «Мĕншĕн эсĕ, куккук, хăва тĕмĕнче» ячĕсем хыççăн «Романс» тесе палăртма май панă-тăр.
Лирика хайлавĕсемпе пĕрлех Я.Турхан «Ухмах хуйхи» юптару та çырнă.
Çапла вара ентешĕмĕр чăваш лирика поэзийĕн жанр чиккисене чылай анлăлатнă. Анчах жанр нумай енлĕхĕсĕр пуçне унăн творчествăлла биографийĕн тепĕр тĕслĕхĕ çине тимлĕх уйăрăпăр. Маларах асăннă сборник авторĕсем А.Васильевпа Г.Юмарт палăртнă тăрăх 1917 çулхи октябрьччен Я.Турханăн «Варуççи» поэмипе тата тепĕр сăвви çеç кун çути курнă. М.Сироткин поэтăн литературăри пурнăçĕ 1903 çулта «Чăваш календарĕнче» пичетленнĕ «Юмăç» сăвăран пуçланнă тесе шутланă. Ку сăвă чăнах та Якку Турхан ячĕпе пичетленнĕ. Анчах та вăл кунта шăллĕн, Хĕветĕрĕн сăввине редакцине илсе çитерекенни çеç пулнă. Редакци айăпĕпе автор ячĕ тĕрĕс мар кайнă.
Я.Турхан чи малтан чăваш поэзине евангели сюжечĕсене кĕртме пуçланă. Г.Юмарт çирĕплетнĕ тăрăх, Якку тĕнре нушаран хăтăлмалли май курнă. Пирĕн шутпа нуша тенине кунта физиологипе пурлăх çитменнине мар, ăс-тăн пушăлăхĕ аталанса пыни пек ăнланмалла. Çавăнпа та поэтăн пултарулăх эткерĕнче вуншар сăвă шутланнинчен тĕлĕнмелле мар. Çав шутра «Христос чĕрĕлнĕ», «Хăрушă парне», «Çылăхлă арăм», «Шăматкун каç чан çапни», «Хурлăх эрни» тата ыт. те. Çак хайлавсен тĕллевĕ, автор шухăшĕпе, вулакана евангелири суйласа илнĕ сюжетсемпе паллаштарасси пулнă. Пирĕн шутпа вăл вăхăтрах Якку христиан тексчĕсене тăван чĕлхипе вуламалла тăвас шухăшпа тимленĕ. Çавна май çÿлерех асăннă хайлавсене çырни, хăш-пĕр кĕлĕсене /«Литургия Василия Великого», «Помощник и покровитель»/ чăвашла куçарни ахальтен мар. Л.Бреславский палăртнă тăрăх Турхан миссионерла ĕçе хутшăнса В.Зайков иерей, В.Скворцов протоиерейпе пĕрле Сăваплă истори кĕнекисене чăвашла куçарма хутшăннă. Г.Юмарт шухăшĕпе Я.Турхан «Пустынница» повесть куçаруçи пулса тăрать. Çакă тата вăл куçарнă ытти кĕнекесене19-20 ĕмĕрсен чиккинче пичетлесе кăларнă. Унăн поэтика еткерĕнче вырăс поэчĕсен тĕн темипе çырнă хайлавĕсен /А.Пушкинăн «Молитвы в Великий пост», В.Жуковскин «Песни бедняка»/ куçарăвĕсем те пур.
«Братья Турхан: Личности и время» кĕнекерен Евгений Турхан куçарнă.