Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçченлĕхпе, ăс-тăнпа палăрнă йăх

Ĕçченлĕхпе, ăс-тăнпа палăрнă йăх

Патреккел ялĕнчи Ястребовсен йăх-несĕлĕ ĕçченлĕхпе тата тăрăшулăхпа палăрнă çынсенчен пуян.

Ястребовсен асли Филипп патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Вăл таврăннă çĕре ывăлĕ çулланнă каччă, хĕрĕ качча каймалли пике пулнă. Йăха малалла тăсакан Ефрем Филиппович 1852-1939 çулсенче пурăннă. Вăл салтак ачи пулнипе унăн амăшне, аппăшне тата хăйне те çĕр паман. Ефрем шкулта пĕр кун та вĕренме пултарайман, унăн çамрăклах çемйишĕн тăрăшмалла пулнă. Çавăнпа та вăл алă ĕçне вĕренсе тĕрлĕ япала хатĕрлесе сутса пурăннă: кашăк-çăпала, чĕлĕм, ала, шлепке, çăкăр савăчĕ, сĕтел-пукан, пичке-катка, лаша кÿлмелли хатĕрсем, чÿрече рамисем тата ытти те. Хăй тĕллĕн вулама-çырма вĕреннĕскер вырăсла та аван пĕлнĕ, хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă, «Красная Новь», «Нива» журналсене çырăнса илнĕ. Хăйсен пахчин лаптăкĕнче Мария мăшăрĕпе пĕрле 50-а яхăн тĕп панулми йывăççи, çырла-тĕмĕсем çитĕнтернĕ, пахча çимĕç, улма-çырла, вăрлăх сутса укçа-тенкĕ тунă, çапла майпа пурнăçа çавăрса пынă.

Аристарх Ефремович Ястребов 1887 çулта çуралнă. Пурнăç çăмăл пулмасан та вĕренме ăнтăлнă вăл. Хутла вĕреннĕ хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Тăван тăрăха таврăнсан 18 çул Хĕрлĕçырти пуçламăш, каярах Кивĕ Эйпеç, Шăмалак, Аслă Таяпа шкулĕсенче ĕçленĕ. Яланах мал ĕмĕтлĕ пулнипе, çĕннине пĕлме ăнтăлнипе палăрса тăнă, халăх ун патне канаш-сĕнÿ ыйтма çÿренĕ. Вăл вăхăтра çурхи шыв-шур кĕперсене илсе кайнăран юхан шывсем урлă каçасси çав тери тертлĕ пулнă. Пăла урлă каçнă чух пăр çинчен пăр çине сиксе пырса шыва ÿкнĕ арçын, çакăн хыççăн чире кайса пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрĕ – Елизавета Никитична упăшкинчен 6 ачипе 38 çултах тăрса юлнă /кĕçĕн ачи Петр 9 уйăхра пулнă ун чухне/. Ачисемсĕр пуçне ватă пăятамăшĕпе пăянамăшне пăхмалла пулнă. Çемье пысăккине, ăна тăрантарма сахал мар укçа-тенкĕ кирлине шута илсе Елизавета, маларах почтальонкăра тăрăшнăскер, 42 çулта чухне тракториста вĕренсе тухса тракторпа ĕçлеме пуçлать. Районта пĕрремĕш тракторист хĕрарăм пулнипе палăрса юлать вăл. Ăна сума суса чăвашсен паллă поэчĕ Стихван Шавли «Малтанхи трактористка» ятпа сăвă та халалланă. Ун чухне трактористсене ĕç укçисĕр пуçне хушма 3 килограмм тырă панă /«Осоавиахим» хуçалăхра ытти ĕçченсене 1,5-2 килограмм, кÿршĕ ялсенче вара 200 грамм анчах тырă панă е вуçех тивĕçмен/. Пĕр çул трактористра ĕçленĕ хыççăн Елчĕк МТС дирекцийĕ ăна Канаша бригадир-комбайнерсен курсне вĕренме ярать. Унта вăл 1936 çулхи октябрьтен пуçласа 1937 çулхи апрель уйăхĕччен вĕреннĕ, курса «Питĕ лайăх» паллăсемпе пĕтернĕ. Тăван тăрăха таврăнсан Елизавета Никитичнăна МТС директорĕ хĕрарăмсен трактор бригадин бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ, çав вăхăтрах вăл çурхи тата кĕрхи тапхăрсенче çĕр сухаланă, çулла комбайнпа тырă вырнă.

1941 çулта Елизавета Ястребăвана «Осоавиахим» колхоз председателĕн çумĕн ĕçне шанаççĕ, пĕр вăхăтрах агроном тивĕçне те пурнăçласа пынă. Пушă вăхăтсенче унăн аллинчен «Земледелие», «Механизация сельского хозяйства» кĕнекесем кайман. Вăл вăхăтра та колхоз ура çинче çирĕп тăнă – колхозниксене купăста, кишĕр, хăяр, пыл, 3 килограмран кая мар тырă валеçсе панă. Сăмах май, Елизавета Никитичнăн ашшĕ Никита Ефимович та 25 çул салтакра пулнă. Служба хыççăн яла таврăнсан анчах авланнă. Вăл, 1858-1943 çулсенче пурăннăскер, вăрах вăхăт чиркÿ старостинче ĕçленĕ, ял историне питĕ аван пĕлнĕ.

Ястребовсен ачисем пĕрин хыççăн тепри харсăр ÿснĕ. Николай Аристархович ?1918 çулта çуралнă/ 1939 çулта салтака кайнă. Вăрçă пуçлансан тÿрех – вăрçă хирне, 1945 çулччен çапăçнă. Вăрçа вăл Берлинта – Рейхстага илнĕ çĕрте вĕçленĕ, Рейхстаг стени çине хушаматне çырса тата алă пусса хăварнă. Тăван килне 1945 çулхи август уйăхĕнче таврăннă, тÿрех бригадирта ĕçлеме пуçланă. Каярах 20 çул трактористра, комбайнерта тăрăшнă. Ытти ачисем – 1915 çулта çуралнă Зиновия Шупашкарти почтăра, сĕт-çу заводĕнче, МТСра механикре вăй хунă. Унăн 3 ача ÿснĕ, упăшки ир вилнĕ. 1921 çулта тĕнчене килнĕ хĕрĕ Нина 1936-1939 çулсенче Улатăрти педучилищĕре пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван Патреккел ялĕнче 7 класлă шкулта директор, математика учителĕ пулса ĕçленĕ. 1945 çулта Хăвăлçырмари 7 класлă шкулта директорта тăрăшнă, математика предметне вĕрентнĕ, кайран вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пуçламăш класс ачисене пĕлÿ панă. Надежда /1923 çулта çуралнă/ тĕп хулари педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, унтан «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Çивĕч ăс-тăнлă хĕре института ĕçлеме хăварасшăн пулнă, анчах та выçлăхран тарăхса çитнипе Калининри педучилищĕне ĕçлеме кайнă. Кунта 1945 çулхи ноябрь уйăхĕччен ĕçлесен 3 çул чăваш учителĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра тăрăшнă. Амăшĕ тилмĕрнипе тăван района таврăннă, Елчĕкри вăтам шкулта завуч пулса ĕçлеме пуçланă, уроксем те ертсе пынă. Ĕнелĕнчи Зинон Марковпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ, 2 ывăл та 3 хĕр ÿстернĕ. Мăшăрĕ – Аркадий Зинонович Елчĕк шкулĕнче историпе географи учителĕнче тăрăшнă. Вĕсен пĕр ывăлĕ Анатолий пирки «Елчĕк ен» хаçатăн пĕлтĕрхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи 91-мĕш номерĕнче «Елчĕк ученăйĕ» ятпа статья пичетленсе тухрĕ. Санкт-Петребургри «Радиоавионика» ОАОра генеральнăй конструкторăн çумĕнче тăрăшакан ученăй хăвăрт çÿрекен вакун-дефектоскоп никĕсĕ çинче НК ультрасасăллă тата магнитлă мелсемпе усă курассине палăртса тĕнчере чи малтан вакунсен ураписене магнитлакан рельссен тытăмне çĕнетнĕ. Ун пирки тĕплĕнрех асăннă статьяра вуласа пĕлме пултаратăр. Тепĕр хĕрĕ Антонина Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухсан Хусанти пединститута вĕренме кĕнĕ, качча кайнă пирки аслă шкула куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Петр /1931 çулта çут тĕнчене килнĕ/ Хусанти финанс институтĕнче вĕреннĕ, каярах Мускав облаçĕнче совхозра, унтан Петропавловск-Камчатский хулара пулă тытакан предприятире экономистра тăрăшнă.

Ястребовсен йăхĕнче таракторист та, педагог та, ученăй… та пур. Вĕсен ĕç-хĕлне тата ырă ятне мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, вĕсен ачисем малалла тăсаççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Аристархович Ястребов вăрçă ветеранĕ.

 

 

Малтанхи трактористка

Стихван ШАВЛИ
/Елизавета Никитична Ястребовăна сума суса/

Кăкăрĕ çумне тытса вăл касрĕ çăкăр,
Сăнарăм эпĕ унăн аллине:
Вĕсем çавра хура çăкăр пек хăмăр,
Вĕсем пĕлеççĕ пурăнăç хакне.

Ялта ăна Лисук акка тесе чĕнеççĕ,
Çапла хисеплесе чĕнет çур ял.
Кун-çул курьерски пуйăс пек иртет-çке,
Сайралнă йăмăк текенсем. Сахал.

Хăйсен çулне мухтавлă утса тухрĕç,
Нумайăш килеймерĕç вăрçăран,
Нумайăшĕ хула енне çул тытрĕç,
Тепри таврăнаймарĕ аякран…

Ывăлĕсем ашшĕсене манмаççĕ,
Ачисенче тапать вĕсен чĕри,
Мана вĕсем юман пек курăнаççĕ,
Лисук акка – ват хурăнтан пĕри.

Çинçе шур хурăн трактор çине ларнă,
Сăмахĕ витнĕ, авнă хурăна –
Эртел хирне хĕрарăм сухаланă,
Кая хăварнă тепĕр арçынна.

Çак хытнă алăсем пĕçернĕ çăкăр,
Ача ÿстернĕ, çапнă кирпĕчне –
Вĕсем, тен, çавăнпа пуль хĕрлĕ пăхăр,
Çу каçиччен пĕлмен каçне-ирне.

Çак хытнă алăсем вăрман турттарнă,
Çум курăк çăлнă анасем çинчен.
Çĕн фермăсем тума шур чул кăларнă,
Çиме хура çăкри те хăш чух çитеймен.

Çак алăсем çĕр чавнăран пуль хытнă,
Çемçелнĕ пуль кĕпе тĕрленĕ чух.
Тĕнче – вĕсем çинче, вĕсем чăн ылтăн,
Ĕç аллинчен вăйли тек ним те çук.

Халь ĕнтĕ ватăлнă çинçе шур хурăн,
Канмашкăн тивĕç хытă алăсем.
Ват хурăнăн комбайнер ывăл пур ун,
Пур пĕчĕк юмансем, шур хурăнсем.

Мăнукĕсем пуçтарăнса лараççĕ
Асламăшĕ-кукамăшĕ тавра,
Иртни çинчен юмах яма хушаççĕ,
Асламăшĕ сăмах пуçлать вара…

Сăн ÿкерчĕкре: Елизавета Ястребова 1967 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Патреккелĕнчи культура çуртĕнче хăйĕн – колхоз ветеранĕн кил-йышне чысласа ирттернĕ тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code