Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче экологи уйăхлăхĕ иртет.
Хĕвел питтинчи, сăртлă вырăнсенчи территорисенче юр маларах ирĕлсе пĕтнине, нумай вырăнта çĕр типшĕрме те ĕлкĕрнине шута илсе районта пурăнакансем палăртнă вăхăтран та маларах пĕрин хыççăн тепри урамсене тасатма, тирпейлеме тухрĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: финанс пайĕнче вăй хуракансем район администрацийĕн çурчĕ çывăхĕнчи хăйсене çирĕплетсе панă территорие тирпей-илем кĕртнĕ.