Районта ачасене хушма занятисене çÿретме ятарлă тытăм ĕçлеме пуçланă. Апла пулсан, кашни ача, çемьери укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пăхмасăр, шкулсăр пуçне тата хăй суйласа илекен кружоксене, спорт секцийĕсене çÿреме пултарать. Вĕренме укçа-тенкĕне патшалăх уйăрса парать.
Хушма занятисемшĕн укçа-тенкĕ уйăрасси мĕнпе çыхăннă?
Программăн тĕп никĕсĕ: ачан хăйĕн суйлавĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăçта вĕренессине суйласа илет те – укçа ун хыççăн «пырать»!
Регионти кашни ача, çемьери социаллă статуса тата финанс лару-тăрăвне пăхмасăр, шкул хыççăн вĕренме пултарать.
Ачасемпе ăста преподавательсем ĕçлеççĕ. Вĕсем чи лайăх кружоксемпе секцисенче, хăйсене чăннипех те килĕшекеннисенче, ăсталăха ÿстерме пултараççĕ.
Кружоксемпе секцисенче çÿренĕшĕн бюджет укçи-тенкин пулăшăвĕпе мĕнле усă курмалла?
Ашшĕ-амăшĕн Навигатор сайтĕнче https.//p21/навигатор.дети регистрациленмелле.
Занятине çырăннă ачасене автоматла майпа хăйĕн ячĕпе кăна ятарлă суммăллă сертификат параççĕ.
Ача занятисенче вĕренет пулсан, тÿлеве сертификат счечĕ çинчен куçарса илеççĕ.
Мĕн вăл харпăр хăйĕн укçа-тенкин сертификачĕ?
Сертификат – уйрăм çыннăн электронлă докуменчĕ. Вăл ачана шкулсăр пуçне тата хушма пĕлÿ илме май парать, вĕреннĕшĕн ăна патшалăх тÿлет. Сертификат çинчи кăтартусене – вăл хăçанччен тăсăлни, укçа-тенкĕн шучĕ, мĕн чухлĕ пĕтни – пурте хушма пĕлÿн Навигатор сайтĕнче харпăр хăйĕн кабинетĕнче паллă.
Сертификат укçи-тенкине хушма пĕлÿ илнĕ çĕре кăна яма юрать. Навигатор урлă кăна. Урăх тĕллевпе пĕтерме юрамасть. Çав вăхăтрах Навигатор каталогне кĕртнĕ патшалăх учрежденийĕсен, уйрăм организацисен, уйрăм предпринимательсен тĕрлĕ занятийĕсенче пултарулăха ÿстерме майсем пур.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!
Ачасене тĕрлĕ кружоксемпе секцисене, курссене çырăнтарăр. Халех Навигаторта регистрациленсе ачасене килĕшекен кружоксене, секцисене суйласа илĕр.
Л.ЕФИМОВА.